Четверг, 25 апреля

Тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç

Тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç

Унта çитес çул Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă уява хатĕрленессинче ветерансен организацийĕсен мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев каларĕ. Вăл пирĕн çĕршывшăн тата пĕтĕм халăхшăн пĕлтерĕшлĕ çак паллă пулăм çывхарсах пынине, вăрçăри паттăрлăх вилĕмсĕр пулнине палăртрĕ.
Унтан Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, шкулти «Наследие» шырав отрячĕн ертÿçи В.А.Филиппова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Шырав отрячĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене уçăмлатас тесе чылай ĕç тăвать. Пленума пуçтарăннисем вĕсен ĕçне пысăк хак парса районти ытти шкулсен ертÿлĕхĕсене те шырав отрячĕн паха опычĕпе çамрăксене çарпа патриотла воспитани панă çĕрте усă курма сĕнчĕç.
Пленум умĕн, апрелĕн 4-мĕшĕнче, Мускаври Çĕнтерÿ музейĕнче Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм вахтине» савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта В.В.Путин вăрçă ветеранĕсемпе шыравçăсене йывăр вăрçă çулĕсем пирĕн халăхăн асĕнче яланах упранни çинчен пĕлтернĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунисен ячĕсене сыхласа хăварма çывăх вăхăтрах ятарлă патшалăх программи пурнăçа кĕме пуçласса палăртнă.
Пленумра çавăн пекех районти ветерансен совечĕн президиумĕн членĕсем И.Г.Белобаева, Л.М. Макарова, К.В.Жестянкина, централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Г.М.Перьев, районти тĕп библиотекăн директорĕ И.П. Ядрова тата ыттисем те тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов ветерансене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ, ветерансен совечĕн Киров поселокĕнчи уйрăмĕн председательне Г.А.Можаевăна, ветерансен совечĕн районти ветеринари станцийĕнчи уйрăмĕн председательне Э.Г.Ильязова район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев «Искра» колхозри ветерансен совечĕн председательне Л.М.Макаровăна Ветерансен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн совечĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, Хирти Шăхасан ялĕнчи ветерансен совечĕн председательне И.В.Акчурина Чăваш Республикин ветерансен совечĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Ю.ТИМОФЕЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *