
Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Ярлыгина çак кунсенче 90 çулхи сумлă юбилей кĕрекине ларнă.
Мария аппа çине пă-хсан 9 теçетке çул тултарнă тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть: сăнĕ ăшă куллипе хĕвел пек çуталать, васкамасăр, сăмаха шухăшласа калаçаканскерĕн сасси шăнкăрав пек илтĕнет.
— Ĕмĕре ĕçлесе ирттертĕмĕр, ĕç — чун йăпанăçĕ. Мăшăрăмпа, Пе-тĕрпе, 7 ача çитĕнтертĕмĕр. Халĕ вĕсем çемьеллĕ, мăнуксемпе тата мăнмăнуксемпе чун-чĕререн савăнатăп. Вĕсем — кил-çурт илемĕ, — тет кинемей.
Çак паллă кунпа сумлă юбиляра саламлама районтан та килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина Мария Ярлыгинана Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвне вуласа пачĕ, чечек çыххипе асăнмалăх парне парса чыс турĕ.
— Эсир пирĕншĕн — ырă тĕслĕх. Юбилейпе чун-чĕререн саламласа тĕнчери мĕнпур ырлăха, нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунăрпа çамрăк пулăр, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр пурăнмалла пултăр, — терĕ Инна Николаевна.
Мария нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăл — малтанах аслисене кил-çурт таврашĕнче пулăшнă, каярах, ÿсе киле, колхозра ĕçлеме пикеннĕ: çум çумланă, вăрман каснă, чул кăларнă, çул сарнă çĕрте те тăрăшнă. Çапла, çăмăлах иртмен Мария аппан ачалăхĕпе çамрăклăхĕ.
Вăр-вар та правур, тăрăшуллă, харсăр хĕре пĕр ял каччи Петр Ярлыгин мăшăр пулма ыйтнă. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ: Елизавета, Ирина, Тамара, Владимир, Елена, Николай, Сергей. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ашшĕ-амăшĕ ырми-канми тăрăшнă.
Ярлыгинсен ачисем тăван килĕнчен тухса кайса çĕршывăн тĕрлĕ ял-хулисенче тымар янă. Мария аппа Сергей ывăлĕн çемйипе пурăнать, 14 мăнукĕпе тата 19 мăнмăнукĕпе чунтан савăнать. Ватă çынна савăнма тата мĕн кирлĕ?
А. ИСАЕВА.