Четверг, 25 апреля

Александр Сугоров: «Ентешсем умĕнче эпĕ парăмра»

Александр Сугоров: «Ентешсем умĕнче эпĕ парăмра»

1964 çулта «Октябрь ялавĕ» хаçатра Хырхĕрри ял библиотеки лайăх ĕçлени çинчен заметка тухнăччĕ. Унăн авторĕ Александр Сугоров пулнă. Унтанпа нумай çул иртрĕ, халĕ Александр Сугоров Коми Республикинче пурăнать. Вăл паллă журналист тата писатель, 100 ытла кĕнеке кăларнă. Тăван ене килсен, кашнинчех вăл пирĕн пата редакцие кĕрсе тухмасăр каймасть. Кăçал хĕлле те вăл пирĕн тăрăхра пулчĕ. Эпир ăна 70 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламларăмăр.
— Александр Борисович, хăвăр çинчен, пултарулăх çулĕ çинчен кĕскен каласа парăр-ха?
— Хам миçе çула çитнине ыйтсан, шкул вăхăтĕнчи пĕр пулăм темшĕн аса килет. Ун чухне 1959 çулччĕ, эпĕ — 4-мĕш класс ачи. Володя Петухов пирĕн «класс амăшне» Валентина Федоровна Малышевăна ыйту пачĕ: «Мĕншĕн хулара пурăнакансем ватăлсан пенси илеççĕ, колхозниксен вара, сăмахран, ман асаттен, кун пек май çук?» Класс шăпланчĕ. Учитель, майĕпен партăсем хушшипе утса чÿрече патне пычĕ те: «Унта, хулара, ĕç йывăр. Пирĕн, ялта, пурнăç урăх, çăмăлрах. Ĕçлеме те уçă сывлăшра ĕçлетпĕр», — терĕ. Çав çулах-и е кăшт каярах колхозниксене те пенси пама пуçларĕç, вăл 9 тенкĕччĕ.
Володьăн аслашшĕ миçере пулнă-ши тесе ялан шутлатăп. Володя, ман пекех, 1949 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ фронтовик пулнă, апла пулсан вăл 20-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринелле çуралнă. 1959 çулта Володьăн аслашшĕ 60-сенче е кăшт аслăрах пулнă пуль. Эпĕ ăна палланă, вăл мана питĕ ватă çын пек туйăнатчĕ. Халь эпĕ тахçанах çак ÿсĕмрен иртнĕ, апла пулин те хама çамрăк тесе каласшăн. Çын хăйне миçе çулти пек туять, вăл çавăн чухлĕре тесе шутлатăп. Хĕлле эпĕ йĕлтĕр çине тăратăп, тĕрлĕ спорт уявĕсене хастаррăн хутшăнатăп. Ирех тăратăп, компьютера ярса мĕн те пулин çыратăп. Интернетра: «Александр Сугоров 50-мĕш кĕнекине кăларнă, 100-мĕшĕ пулĕ-и?» — тесе çырнă йĕрке пур. Нумаях пулмасть кĕнекесен хуплашкисене сканер урлă кăларса тухрăм. 2007 çултан пуçласа 2018 çул вĕçленнĕ çĕре эпĕ 104 кĕнеке кăларнине çирĕплетсех калама пултаратăп.
— Мĕн çинчен вĕсем?
— Хама журналист тесе шутлатăп, çавăнпа та хама çывăх, хаклă çынсем çинчен очерксемпе тĕрленчĕксем çыратăп.
—Художествăлла хайлавсем те пур-и?
— Манăн 10 ытла пьеса, вĕсенчен те нумайрах калавсем, хамăн юбилей тĕлне эпĕ типографие сăвăсен пуххине пичетлесе кăларма патăм.
— Юлашки вăхăтра çынсем библиотека çулне мансах пыни вăрттăнлăх мар. Эсир вара «калеме штыкпа танлаштартăр» тесен те юрать. Мĕн валли?
— Кашни çыннăн хăйĕн несĕлĕсене, хăйĕн ятне пĕлмелле. Иртнине аса илме сĕтел патне вырнаçмалла та «хăйсен тăванĕсене пĕлмен Ивансем» пулма пăрахмалла. Шел пулин те, юлашки вăхăтра «сарă шуйттан» пире ярса илчĕ, Рембо тĕслĕх вырăнне пулса тăчĕ, коллективизм манăçа тухрĕ. Пĕр-пĕр хула шкулне кĕрсе 5—6-мĕш классенче вĕренекенсенчен: «Санăн аслаçу кам;» — тесе ыйтăр. Нумайăшĕ: «Пĕлместĕп», — тесе калĕç. Ку питĕ япăх. Юлашки 2—3 çул хушшинче эпĕ тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен 20-е яхăн çынна хăйсем тата тусĕсем çинчен кĕнеке кăларма пулăшрăм.
— Вăрттăнлăх мар пулсан, камсем-ши вĕсем?
— Вăрттăнлăх мар, анчах та сирĕн хаçатăн вулаканĕсемшĕн вĕсен хушамачĕсем нимĕн те пĕлтермеççĕ пуль тетĕп. Министр должноçĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă 3 юлташ хăйсен биографийĕсене çырса кăларчĕç. Тахçантанпах пĕр ял хуçалăх предприятийĕн управляющийĕпе туслă эпĕ. Унăн юбилейĕ валли те кĕнеке çырса кăлартăмăр. Халĕ манăн чылай тус-юлташ юбилей валли кĕнеке çырса кăлармаллах тесе шутлать. Ку ĕçре эпĕ вĕсен чи пĕрремĕш пулăшаканĕ пулса тăтăм.
— Коми çĕрĕнче пурăнакан пирĕн ентешсем çинчен Сирĕн кĕнеке çук-и?
— Сыктывкарта эпĕ пединститут пĕтертĕм, пĕр хушă вăрман поселокĕнче учительте ĕçлерĕм, район хаçачĕпе çыхăну тытрăм. Пычим поселокĕн çыннисем тата шкул пурнăçĕ çинчен çырнă манăн калавсем редакцие килĕшрĕç, çавăнпа та мана литсотрудникра ĕçлеме чĕнчĕç. 1975 çулта эпĕ облаçри çамрăксен «Молодежь Севера» хаçачĕн корреспондентĕнче ĕçлеме пикентĕм. Республикăн тĕп хаçатĕнче — «Красное знамя» хаçатра та ĕçленĕ эпĕ. Пĕтĕм республика тăрăх çÿренĕ. Хамăн çул çинче хисепе тивĕçлĕ ентешсене курсан яланах вĕсем çинчен çырса кăларнă.
Паянхи кун, кĕнеке кăларасси авторăн укçи-тенкипе çеç çыхăннă чухне, кашни кĕнекере тенĕ пекех манăн ентешсем çинчен çырни пур. «Желтый цвет северного сияния», «Мне снится Эхо далекой войны», «Тихое земное счастье» тата ытти хăш-пĕр кĕнекесене эпĕ Çурçĕрте хăйсен телейне тупнă Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсенчен тухнă ентешсене халалланă. Унсăр пуçне эпĕ Коми Республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвне туса хутăм. Вăл «Çеçпĕл» ятлă. Май килнĕ чух эпир пĕрле пуçтарăнатпăр, пирĕн халăхăн культурине, йăли-йĕркине анлă сарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
— Интернетра Коми патшалăх пед-институчĕн ректорĕнче 2 теçетке çула яхăн Патăрьел районĕнчен тухнă Василий Николаевич Ахмеев ĕçлени çинчен çыраççĕ. Коми Республикин паянхи кун ĕçлекен тĕп аграрийĕ Анатолий Пантелеймонович Князев — Елчĕк районĕнчен. Вĕсене Эсир пĕлетĕр-и?
— Паллах. Эпĕ Василий Николаевичăн мăнукĕпе туслă. Князевшăн вара эпĕ — канашçă.
— Паллакансем хушшинче пирĕн районтан тухнă çынсем пур-и?
— Пур, паллах. Эпĕ час-часах Анат Тимĕрчкасси ялĕнчен тухнă Ирина Луковăпа тĕл пулатăп. Унччен Тукай ялĕнче пурăннă пĕлĕш чăваш ансамбльне çÿрет. Манпа пĕрле ÿснĕ Володя Петухов хăй ир леш тĕнчене кайрĕ, апла пулин те, унăн ывăлĕсемпе мăнукĕсем Сыктывкарта пурăнаççĕ. Хурнай ялĕнчен тухнă Сергей Александров совет пилĕкçуллăхĕсен ударникĕ пулнă. Республикăра пĕр вăхăт Хырхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ Герман Чернов та пурăннă.
— Журналист-очеркист вăл — таврапĕлÿçĕ те. Эсир те таврапĕлÿпе интересленетĕр-и?
— 100 кĕнеке ытла кăларса эпĕ, паллах, таврапĕлÿçĕ те пулса тăтăм. Сăмахран, ял тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çинчен çырнă кĕнекесене илер. Вĕсенче çынсем çинчен калакан очерксем урлă çак отрасльсем мĕнле йĕркеленсе пыни çинчен пĕлме пулать. Нумаях пулмасть министрсем тата ял хуçалăхĕн социализмла ĕç геройĕсем çинчен çырнă кĕнеке кун çути курчĕ. Усть-Кулом районне эпĕ «Золотая россыпь Верхней Вычегды» кĕнекене парнелерĕм. Унăн страницисем çинче районти социализмла Ĕç Геройĕсем /вĕсем тăххăрăн/, Совет Союзĕн Геройĕ тата виçĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ, районăн хисеплĕ çыннисем, çак районтан тухнă е çак районта ĕçе пикеннĕ министрсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Ытти паллă çынсем çинчен çырнă очерксем те пур.
Княжпогост районĕнче пурăнакансене 2013 çулта «Мы вашей памяти верны» кĕнеке парнелерĕм. Ăна фронтовиксене халалланă.
Серегово ялĕнче санатори пур. Унта каннă вăхăтра ял, унăн çыннисем çинчен материалсем пуçтартăм, «Русское село на Выми» кĕнеке пичетлесе кăлартăм. «Заново открой свою любовь» — çапла ят патăм пĕр вăрман поселокĕнче пурăнакан çынсем çинчен çырнă кĕнекене.
Виçĕ çул каялла «Опаленный войной белый халат» кĕнеке кăлартăм, унта Коми Республикинчен çапăçусене санитар сумкисемпе кайнă, госпитальсенче аманнисене пăхнă фронтовиксем çинчен çыртăм. 2018 çул вĕçĕнче Сыктывкарти медицина колледжĕн скверĕнче медик-салтаксене асăнса палăк уçрĕç. Библиотека ĕçченĕсем манăн кĕнекесем çÿлĕк çинче тусанланса выртмаççĕ теççĕ. Апла пулсан, эпĕ тăрăшни сая каймасть.
— Журналист ĕçĕнче Эсир кама хăвăрăн вĕрентекенĕр тесе шутлатăр?
— Журналистикăри манăн пĕрремĕш вĕрентекенсем — «Октябрь ялавĕ» хаçатăн 60-мĕш çулсенчи редакторĕ Лаврентий Таллеров, унăн çумĕ Никандр Якимов, яваплă секретарь Денис Гордеев, çырусен пайĕн заведующийĕ Виталий Шемекеев. Чăваш халăх писателĕпе Денис Викторович Гордеевпа халĕ те çыхăну тытатпăр. Шупашкара килсен яланах унпа тĕл пулатăп.
Пĕррехинче тăван тăрăха килсен, яланхи пекех редакцие кĕтĕм. Никандр Якимов, Виталий Шемекеев, Володя Давыдов, Геннадий Уткин мана кăнтăрлахи тăхтав вăхăтĕнче волейболла выляма чĕнчĕç. Ун чухне эпĕ волейболла аванах выляттăм, апла пулин те, вĕсенчен лайăх выляймарăм. «Октябрь ялавĕ» хаçатра питĕ маттур каччăсем ĕçлетчĕç. Вĕсем кашниех мана чылай япалана вĕрентрĕ.
— Хăçан ентешсем çинчен юрăсем юрлăр?
— 2010 çулта пичетлесе кăларнă «Дальний берег детства» кĕнекене Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакансене халалланă. «Жизнь — это песня» кĕнекере — Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ асаннен Варвара Потапован тăванĕсем çинчен çырнă очерксем. «Все мы из школьного двора» кĕнекере Канаш районĕнчи Шаккăл шкулĕнчи учительсемпе выпускниксем çинчен çырнă. Ман тăван мар атте Григорий Михайлович Михайлов /ăна яланах атте тесе чĕннипе тăван мар тесе те калас килмест/ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчен. 1942 çулта вăл, 10-мĕш класс ачи, салтак ретне тăнă, Днепр çинчи паттăрлăхшăн Ленин орденне тивĕçнĕ. 2017 çулта шкул çурчĕ çине эпир унăн асăну хăмине вырнаçтартăмăр. Çавăнпа кĕнеке те кун çути курчĕ.
«Всем лучшим обязаны школе» кĕнекере Комсомольски, Хырхĕрри, Асанкасси, Тăманлă Выçли шкулĕсен учителĕсемпе выпускникĕсем çинчен çырса кăтартнă. Çывăх вăхăтра Канаш тата Комсомольски районĕсенче пурăнакан тăвансем çинчен те кĕнеке тухĕ.
Сугоровсем, камсем вĕсем; Пирĕн тăвансенчен чылайăшĕ халĕ урăх хушаматпа çÿрет пулсан та, пирĕн йăхра ученăйсем, çар специалисчĕсем, учительсем тата ыттисем те нумайăн. Пирĕн йăхран, сăмахран, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ С.В.Горбунов.
Ентешсем умĕнче эпĕ парăмра. Çывăх вăхăтра тăван ене килĕп, мана пысăк ĕç кĕтет.
Комсомольски тата Хырхĕрри ял библиотекисенче мана яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Вĕсенче манăн хăш-пĕр кĕнекесем пур. Вăхăт çитĕ, хамăн пĕтĕм кĕнекене пуçтарса электронлă кăларăм хатĕрлĕп, ăна Хырхĕрри ялне ĕмĕрлĕхе упрама парăп.
— Мĕнле наградăсем пур Сирĕн?
— Эпĕ Сыктывдински районĕн тата Выльгорт ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Сыктывдински районĕпе Сыктывкар хулин Хисеплĕ ветеранĕ. Манăн Коми Республикин министерствисен тата район администрацийĕсен Хисеп грамотисем, Коми Республикин Пуçлăхĕн тата Патшалăх Канашĕн Председателĕн Тав хучĕсем, тĕрлĕ ведомствăсен медалĕсем пур.
— Редакци ячĕпе Сире, Александр Борисович, юбилейпе саламлатăп. Пултарулăхра малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сывлăх сунатăп.
Н.КАЛАШНИКОВА калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *