Суббота, 20 апреля

Цифрăллă телекурав çине куçатпăр

Цифрăллă телекурав çине куçатпăр

Апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕршывăн 20 субъектĕнче, çав шутра пирĕн республикăра та, аналог телекуравне чарса хураççĕ. Çак çĕнĕлĕх пирĕн района та пырса тивет. Ун вырăнне цифрăллă телекурав ĕçлĕ. Ун урлă 20 канала пысăк пахалăхпа тÿлевсĕрех курма пулать. Çавна май çак кунсенче регионти цифрăллă телекурава аталантарас енĕпе тăрăшакан ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Унта видеоконференци мелĕпе район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Тĕлпулăва уçса ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов республикăра çĕнĕ телекуравăн тапхăрĕ пуçланиччен вăхăт нумай та юлманнине палăртрĕ. Вăл районсенче цифра çине куçасси мĕнле пынипе интересленчĕ, мĕнле чăрмавсем пуррине ыйтса пĕлсе вĕсене татса парасси çине уйрăм тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.
Килти телевизор цифра форматне йышăннипе-йышăнманнине паянах тĕрĕслесен аван. Унсăрăн апрелĕн 15-мĕшĕнче телекуравсăр тăрса юлма пулать. Çак кун цифра çине куçма ĕлкĕрейменнисен экранĕсем çинче информацилле пĕлтерÿпе пĕрле «хĕрÿ линин» телефонĕсем тухса тăрĕç.
Çавăн пекех республикăра цифрăллă телекурав территорине лекмен вырăнсем те пуррине палăртрĕç ларура. Çын пурăнакан çакăн пек вырăнсем пирĕн республикăра — 83. Вĕсенче пурăнакансен спутник хатĕр-хĕтĕрĕсемпе усă курма тивет. Вĕсем те 20 телеканала тÿлев-сĕрех курма пултараççĕ. Сахал тупăшлă çемьесемпе вăрçă ветеранĕсем спутник хатĕр-хĕтĕрне туяннăшăн 6500 тенкĕ таран компенсаци илме пултараççĕ. Цифра зонинчи çак категорисене кĕрекен граждансем вара 1750 тенкĕ таран каялла тавăрма пултараççĕ. Хальлĕхе районсенчи тата хуласенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсем çакăн пек 44 заявление йышăннă та ĕнтĕ. Компенсаци илес текенсен докуменчĕсене августăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Республикăра çак тĕллевпе пурĕ 9,8 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.
Цифра каналĕсене курма приставкăсемпе антеннăсене почта уйрăмĕсенче тата магазинсенче туянма пулать.
Цифрăллă телекурав çине куçас ĕçре волонтерсем чылай пулăшу кÿреççĕ. Пĕр уйăхра «хĕрÿ лини» çине 8/8352/26-11-11 телефонпа шăнкăравласа/ 877 шăнкăрав килнĕ, вĕсенчен 217-шĕнче волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма заявка хăварнă. Пĕр уйăхра волонтерсем 170 çуртпа хваттерте телевизорсене, приставкăсемпе антеннăсене вырнаçтарса вĕсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшнă. Михаил Анисимов яваплă çынсене аналоглă каналсене чарса хурсан шăнкăравсен шучĕ йышлăланассине хатĕр пулма чĕнсе каларĕ, кашни заявкăна кĕске вăхăтрах пурнăçламаллине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пĕлтернĕ тăрăх, районта ку енĕпе ĕçсем палăртнă пекех пурнăçланса пыраççĕ. Паллах, халь-лĕхе цифра çине куçса ĕлкĕрейменнисем пур-ха. Апла пулин те, çывăх вăхăтрах вĕсен шучĕ чылай чакасса палăртрĕ Александр Николаевич.
Цифра телекуравĕ çине пĕтĕмпех куçиччен шутлă кунсем юлчĕç. Нумайăшĕ тахçанах çак каналсене курса киленет пуль, теприсем вара юлашки кунчченех тăрĕç. Ыйтусем пур пулсассăн хĕрÿ лини телефонĕ çине шăнкăравлама пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусем пур пулсассăн редакцие çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр. Сиртен, цифра телекурав хаклавĕ çинчен итлеме хавас эпир. Телефон 8?83539/ 5-14-07.

Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *