Апрелĕн 4—6-мĕшĕсенче Урмаел ялĕнче тĕрĕк халăхĕсен культурипе пултарулăхĕн Пĕтĕм халăхсен «Урмай-Залида» VII-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Çак фестиваль çичĕ çулта хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, пачах урăхла, вăл тата та ытларах пултарулăх коллективне, пĕччен юрлакансене хăйĕн патне илĕртет.
Кăçалхи уява Пушкăртстанран, Туркменистанран, Узбекистанран, Мари Эл, Мордови, Саха /Якути/ республикисенчен, Тутарстанран, Чулхула облаçĕнчен тата Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултарулăх коллективĕсем пуçтарăннă.
«Урмай-Залида» фестивале чи лайăх халăх пултарулăх коллективĕсене тата уйрăм юрăçсене тупса палăртас, тĕрĕк тата ытти халăхсен халăх хореографине, инструменталлă кĕввисене анлă сарас, çĕршывăн тĕрлĕ субъекчĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унăн пуçаруçи — Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн ертÿçи, районти искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов. Вăл пуçласа ăна 2012 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа фестиваль пĕлтерĕшĕ çулран-çул ÿссе пырать çеç мар, унта хутшăнакансен йышĕ те ÿсет.
Тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăнакансене Урмаелĕнчи культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура, чăваш, тутар, вырăс юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Çавăн пекех фойере кĕнекесен, сăнÿкерчĕксен, алă ĕçĕсен выставкисене йĕркеленĕ. Кăçал пуçласа фестивале çĕнĕ икĕ номинаци кĕртнĕ: «Тĕрĕк халăхĕсен музыка культурин эксперименталлă ĕçĕсем», «Тĕрĕк халăхĕсен юмахĕсем тăрăх калăпланă ÿкерчĕксем».
«Урмай-Залида» фестивале килсе çитнĕ хăнасем: ГБУК РТ «Татаркино» директорĕ, жюри председателĕ Миляуша Айтуганова, Хусанти Н.Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн тутар музыка искусство факультечĕн деканĕ Лилия Сурварова, ЧР Культура министерствин халăхсемпе конфессисен хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Эдуард Краснов, чăваш халăхĕсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ Алексей Иванов. Вĕсем фестивале хутшăнакан коллективсен, уйрăм юрăçсен пултарулăхĕпе туллин паллашрĕç, вĕсен пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине пĕрре кăна мар палăртрĕç.
Чăннипех те çапла, фестивале хутшăнакансем культура çурчĕн сцени çинче виçĕ кун юрласа пуçтарăннисене савăк кăмăл парнеленипе пĕрлех, артистсем ăсталăх сехечĕсене, çавра сĕтелсене хутшăннă, экскурсисенче пулнă.
Тĕслĕхрен, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, фестивальте пулса курнă май, çакăн пек палăртса хăварчĕ.
— Тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ — пурне те пĕр йыша пуçтаракан пысăк уяв. Эпир Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем, пирĕн патра çакăн пек фестиваль ирттернĕшĕн чунтанах савăнатпăр. Чăннипех те пысăк уяв пулчĕ маншăн, — пĕлтерчĕ Мария Алексеевна.
— Фестивальте тĕрлĕ наци юрри-ташшине курса киленме, илемлĕ тумсен хăйнеевĕрлĕхĕпе паллашма май пулчĕ. Вăл çеç-и, тĕрĕк халăхĕсен юрри-ташши кăмăла çĕклерĕ. Çавăн пекех хăнасенчен те фестивале çÿллĕ шайра йĕркеленине илтме кăмăллă пулчĕ. Кунта, паллах, «Урмай-Залида» пуçаруçин Ферит Гибатдиновăн тÿпи пысăк. Ăна пысăк тав! — пĕтĕмлетрĕ уява район администрацийĕн культура тата архив пайĕн ертÿçи Светлана Долгова.
Районти пултаруллă коллективсем те айккинче юлмарĕç, паллах. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, «Мишар», «Тамчы» халăх ансамблĕ, «Тевет» ансамбль, «Островок» ташă ушкăнĕ, искусство шкулĕн преподавателĕсем тата ыттисем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Фестиваль — пĕр-пĕрин хушшинчи тупăшмалли конкурс çеç мар, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашмалли лапам та.
Тĕрĕк халăхĕсен культурипе пултарулăхĕн пĕтĕм халăхсен «Урмай-Залида» VII-мĕш фестивалĕн Гран-прине Хусан хулин культурăпа искусство патшалăх институчĕн фольклор ансамблĕ «Жомга кэн» тивĕçрĕ.
«Туган як» выставка хатĕрленĕшĕн Гран-прие Тукай Мишерĕнче пурăнакан Рушания Зинатуллина, Гульнара, Алия, Амиль Зариповсем ?сăнÿкерчĕкре/ тивĕçрĕç. Вĕсем çемйипе пĕрле Габдулла Тукай произведенийĕсем тăрăх алă ĕçĕсем хатĕрленĕ.
Ферит ГИБАТДИНОВ,
Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн ертÿçи:
— Кăçалхи фестиваль 700-е яхăн пултаруллă çынна пуçтарчĕ. Тĕрĕк халăх ташăçисемпе юрăçисем савăннине, пĕр-пĕринпе хутшăннине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнине курса киленме епле аван. Фестивале халăхсен туслăхне çирĕплетес, хутшăнăва çывăхлатас, тĕрлĕ наци халăхĕсен культурине, юрри-ташшине упраса хăварас, вĕсене ăруран-ăрăва вĕрентсе пырас тĕллевпе пуçарнă. Тĕллев кашни çулах пурнăçланнинче иккĕленÿ çук, паллах. Пирĕн хăнасем — тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем. Вĕсем çине пăхсассăн чун савăнать. Хăнасем фестивальпе кăмăллă пулни ĕçлеме хавхалантарать. Тепĕр çулччен, «Урмай-Залида»!
Миляуша АЙТУГАНОВА,
жюри председателĕ:
— Чăваш Республикинчи Урмаел салинче пулса курни, «Урмай-Залида» фестивале хутшăнакансен пултарулăхне хаклама май килни пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ. Урма- елĕнче 7 çул каялла Ферит Гибатдинов фестивале çул панă. Паянхи кун вăл — чи сумлă та чаплă фестивальсенчен пĕри. Чăвашсем, тутарсем, якутсем, пушкăртсем, туркменсем, узбексем пурте пĕрле сцена çинче савăнчĕç. Фестиваль — туслăх уявĕ. Ферит Абдуллович ырă йăла пуçарнă, савăнатăп та мухтанатăп сирĕнпе. Сире хăвăрăн халăхшăн тăрăшма, ырă ĕçсем тума çирĕп сывлăх сунатăп.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.