
Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 550 çул тултарнине халалласа «Волонтерсем-экскурсоводсем» çĕнĕ проект пурнăçа кĕртет, хастар çамрăксене унта хутшăнма йыхравлать.
«Проектăн тĕп тĕллевĕ — хăйсен хулине юратакан тата ун çинчен нумайрах пĕлес тесе çунакан, çак пĕлĕве тата юратăва хулара пурăнакансемпе хăнасем патне илсе çитерме хатĕр хастарсен хушшинче волонтер юхăмне аталантарасси», — палăртнă Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн уйрăмĕн ертÿçи Станислав Трофимов.
Проекта хутшăнакансен 16 çултан аслăрах пулмалла. Вĕсене хула çыннисемпе хăнасем валли экскурсисем ирттерме хатĕрлĕç.