Сăввисенче ытарайми тĕнче сăнланнă

Сăввисенче ытарайми тĕнче сăнланнă

Çĕр çинче хĕвел пек çутă, ăшă кăмăллă çынсем пулаççĕ. Вĕсемпе калаçнăçем калаçас, вĕсен ăшшипе ăшăнас килет. Шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри вăл — пирĕн районта кун çути курнă поэт, ÿнерçĕ, журналист Светлана Гордеева. Апрелĕн 3-мĕшĕнче вăл тĕп библиотекăра поэзи каçĕ ирттерчĕ, библиотекăн вулаканĕсене тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсене хăйĕн пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ.
Чи малтанах библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова Светлана Гордееван биографине кĕскен каласа пачĕ. Вăл Комсомольскинче çуралнă, Гомель хулинче художество училищинче вĕреннĕ, унтан И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра «Вырăс чĕлхи тата литератури» специальноçпа пĕлÿ илнĕ. Художник-оформитель, корреспондент пулса ĕçленĕ, РФ Журналистсен союзĕн тата Писательсен союзĕн членĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем республикăра тухса тăракан тĕрлĕ журналсенче пичетленеççĕ. Вăл — Пĕтĕм Раççейри «Пегасик — 2011» ача-пăча литература конкурсĕн лауреачĕ, 15 кĕнеке авторĕ.
Çак кун пуçтарăннисем Светлана Гордееван ачасем валли çырнă сăввисемпе паллашрĕç. Вĕсем питĕ çăмăллăн вуланаççĕ, асра юлаççĕ. Ачасем валли çырнă кĕнекисене Светлана Денисовна хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Çавăнпа та вĕсем уйрăмах илĕртÿллĕ пулса тухнă, вĕсене алăран ярас та килмест. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 5 «б» класĕнче вĕренекен Диана Громовăпа Полина Соловьева тата библиотекăн хастар вулаканĕсенчен пĕри Галина Маркеева поэтăн сăввисене туйăмлăн вуласа пачĕç. Вĕсене Светлана Денисовна Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Вера Горбунова библиотекарь «Литературăллă Чăваш Ен: 2017 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурс çинчен каласа пачĕ, унта хутшăнакан кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Светлана Гордееван «Не ловите бабочек» кĕнеки те çак конкурса хутшăнать.
Хăна районти тĕп библиотекăна хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ, халĕ вĕсемпе кашниех паллашма пултарать. «Эпĕ яланах савăнса та мухтанса хам Комсомольскинче çут тĕнчене килнине палăртатăп. Пирĕн тăрăх паллă поэт-писательсемпе пуян. Малашне вĕсем тата та йышлăланасса шанатăп», — палăртрĕ хăйĕн шухăшне Светлана Денисовна.
Çавăн пекех вăл шкул ачисемпе Театр çулталăкне халалланă ăсталăх класĕ ирттерчĕ, чи пултаруллисене парнесемпе хавхалантарчĕ.
Районти тĕп библиотекăн директорĕ Инна Ядрова хаклă хăнана ăшă, интереслĕ тĕлпулу ирттернĕшĕн тав турĕ, малашне те пултарулăхра сулмаклă утăмсем тума, çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарма сунчĕ.
Çак кунах библиотекăра район 80 çул тултарнине халалласа Светлана Денисовнăпа Денис Викторович Гордеевсен пурнăçĕпе пултарулăхне халалла- нă курав та уçăлчĕ. Кăмăл пулсан, унпа пырса паллашма пулать.

Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *