Пятница, 19 апреля

Район команди – малтисен йышĕнче

Район команди – малтисен йышĕнче

Мартăн 31-мĕшĕнче Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче армрестлингпа 16—18 çулсенчи юниорсем хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 17 спортсменран тăракан пирĕн район команди те хутшăннă. Командăна «Кĕтне» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ.

Команда район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Алмаз Диканеевпа Нияз Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/ хăйсен виçисенче 2-мĕш вырăна тухнă.
Ирек Шарафутдинов, Диляра Хамбикова /Урмаел вăтам шкулĕ/, Айсылу Хаертдинова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Анастасия Тихонова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Анастасия Пыркина /Шурут вăтам шкулĕ/, Эльмира Хамидуллова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем пурте çитĕннисен пĕрремĕш категорийĕн нормативне тултарма пултарнă.
Спортсменсене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.

Г. ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *