«Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», — тенĕ Ф. Вольтер.
Паянхи кун театр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман тесе çирĕплетсех калама пулать. Халăх спектакльсене юратсах çÿрет. Халĕ Театр çулталăкĕ пулнă май, сире, хисеплĕ вулакансем, пукане театрĕн артисткипе паллаштарасшăн.
Антонина Геннадьевна Калитова /Чаржова/ 1962 çулта Йăлмахва ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çăмăлах пулмарĕ манпа пĕр класра вĕреннĕ Тоньăн çамрăклăхĕ. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, амăшĕ, Раиса Фадеевна, шкулти библиотекăра ырми-канми ĕçлесех икĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратма пултарчĕ. Вăл чылай çул хушши шкулти драмкружока ертсе пырса Йăлмахва клубĕн сцени çинче, таврари ялсенче нумай спектакль кăтартса халăха савăнтарнă.
Амăшĕн ĕçне хисепе хурсах Тоня Йăлмахва шкулне пĕтерсен Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищине çул тытнă. Асăннă училищĕне вĕренсе пĕтерсен вăл Чăваш патшалăх пуканесен театрĕнче вăй хунă, спектакльсенче тĕрлĕ рольсем вылянă. Шупашкар хулинчех çемье çавăрнă, икĕ хĕре кун çути парнеленĕ.
Професси шайне ÿстерес тĕллевпе Антонина Ярославльри патшалăх театр институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. 1990 çулта вăл унтан вĕренсе тухса аслă пĕлÿллĕ артист пулса тăнă.
Антонина Калитова ахаль пуканесемпе, алă çине тăхăнтартмалли тата планшетлă пуканесемпе, марионеткăсемпе ăста ĕçленĕ, питĕ илемлĕ ташланă. Вăл калăпланă тĕп сăнарсем: Василиса /»Икĕ вĕрене» — Е.Л.Шварц/, Хур чĕппи /»Кам камран чеерех» — Н.Гернет/, Çĕлен /»Раштав ячĕпе!» — Ю. Филиппов/, Пукане /»Пукане качча каясшăн» — Р.Сарпи/, Людмила /»Русланпа Людмила» — А.С. Пушкин/, Нарспи /»Нарспи» — К.Иванов/, Сахха /»Сарпике» — Е.Никитин/, Селиме /»Ылтăн тухья» — М. Юхма/ тата ыттисем те. Вăл Г.И. Амирханян, М.К.Антонов, В.В.Дерягин, К.В.Дядилин, С.Ф.Железкин, Т.Г.Морева, В.А. Панкратов, Ю.М.Филиппов, Л.П.Яковлев режиссерсемпе ĕçленĕ.
Шел пулин те, талантлă артистка паянхи кун пирĕн хушăра çук. 2017 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асра яланах юлĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр.
П. ЗАЙЦЕВ.