Пирĕн ентеш – марафонра 3-мĕш

Пирĕн ентеш – марафонра 3-мĕш

Мартăн 30-мĕшĕнче Киров облаçĕнче йăлана кĕнĕ «Шижма» йĕлтĕр марафонĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 16 облаçĕпе республикинчен 600 йĕлтĕрçĕ пуçтарăннă. Чăваш Енĕн командин йышĕнче 50 çухрăмлă дистанцире Комсомольскинче пурăнакан Зуфар Тимаев та чупнă. Вăл хăйĕн ÿсĕмĕнче 3-мĕш вырăна тухнă.
— «Шижма» йĕлтĕр клубĕнче пире марафона йĕркелекенсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. 11 сехетре 600 йĕлтĕрçĕ 50 çухрăмлă дистанцие тухрĕ. Финиша çитме, паллах, çăмăл пулмарĕ: дистанци вăрăм, çанталăк ăшă, тин ÿкнĕ юр çийĕн йĕлтĕрсем япăх шăваççĕ… Апла пулин те, дистанцие тивĕçлĕн чупса тухма май çитертĕмĕр, — уçать шухăшне ăмăртупа кăмăллă юлнă Зуфар Тимаев.
Çавăн пекех ăмăртăва Комсомольскинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Вячеслав Шленкин та хутшăннă. Вăл хăйĕн ÿсĕмĕнче чи лайăх 10 спортсмен шутне кĕме пултарнă.
Финишра кашни марафонеца волонтерсем тата уявăн талисманĕ Йети кĕтсе илнĕ, асăнмалăх медальсем панă. Пурне те хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа саламланă, вĕри пулă шÿрпипе хăналанă.

Е. ТИХОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *