Понедельник, 24 июня

Тĕп тĕллев – халăх пурнăçне лайăхлатасси

Тĕп тĕллев – халăх пурнăçне лайăхлатасси

Нумаях пулмасть Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Лариса Галкина, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ираида Никитина, ял тăрăхĕн депутачĕсем хутшăнчĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсем пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов каласа пачĕ, 2019 çулта пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
— Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен калакан 131-мĕш тата Чăваш Республикин саккунĕсене тĕпе хурса, çавăн пекех ял тăрăхĕн Уставне пăхăнса йĕркелесе пырать. Вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕ — ялсене аталантарасси, унăн тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшасси, — терĕ Геннадий Егорович.
Кулленхи ыйтусене татса парас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕрлĕрен проектсемпе программăсене хутшăнать. Вĕсемпе усă курни бюджета самаях пуянлатма май парать — вырăнти администрацин иртнĕ çулхи тупăшĕ 9774,7 тенкĕпе танлашнă.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне кĕрекен ултă ялта — Хирти Сĕнтĕрте, Хирти Ĕнелте, Çĕнĕ Кипеçре, Тĕвенешре, Нĕркеçре, Янкассинче — пурĕ 1037 çын пурăнать.
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çу-лĕсенче пирĕн тăрăхра 2000 пин çын пурăннă, шел пулин те юлашки çирĕм çулта 730 ытла çын чакрĕ. Пушă ларакан çуртсем те пур, вĕсен шучĕ — 141. Çакна та каласа хăварам, вилекенсен шучĕ çуралакансенчен ытларах. Ялсенче ĕç вырăнĕ сахалли те демографи лару-тăрăвне япăхлатать. Яллă вырăнта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать: тĕллевлĕ программăсене хутшăнса çурт-йĕр çавăрма май пур. Çамрăксем пурăна киле вĕсене шута илеççĕ тесе шансах тăратăп, — пăшăрханăвне пытармарĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ республика ирттерекен вырăнти сĕнÿсене шута илсе пурнăçланакан прграммăна активлă хутшăнса ялсен сăн-сăпатне татах та çĕнетме пултарнă: çул-йĕре юсанă, урамри электролампăсене çĕнĕ йышшисемпе улăштарнă, спорт площадкисем туса хунă.
Спорт пирки калас пулсан, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ — районта спортпа чи туслисенчен пĕри. Кунта ытларах хоккейпа минифутбол вăййисене кăмăллаççĕ. Халиччен хоккей вăййине «чăн-чăн арçынсен вăййи» тенĕ пулсан, халĕ вара ку тăрăхра пурăнакан хĕрарăмсен вăййи те тесе калас килет. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ хĕрарăмсем коньки тăхăнса хоккей площадкине тухаççĕ, пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ. Унсăр пуçне хĕрарăмсем футболла та выляма кăмăллаççĕ. Сăмахран, кăçал Янкасси ялĕнче арçынсемпе хĕрарăмсем вылянă. Хирти Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансем пурте сывă пурнăç йĕркишĕн.
Тĕлпулура пушар хăрушсăрлăхĕн темине те çаврăнса иртмерĕç. Пухура тата ытти нумай ыйтăва сÿтсе яврĕç, специалистсем халăха кирлĕ сĕнÿ-канаш пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пухăва пĕтĕмлетрĕ, район ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, республика ирттерекен программăсемпе проектсене активлă хутшăннăшăн тав турĕ.
— Иртнĕ çул Хырай Ĕнелĕнче çĕнĕ клуб хута ятăмăр, кăçал çак ĕçе Шурут ялĕнче пурнăçлас тĕллевпе пурăнатпăр. Районта çавăн пекех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, çул-йĕр ыйтăвне те май пур таран татса пама тăрăшатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — халăх пурнăçне лайăхлатасси, вĕсене ĕç вырăнĕсем туса парасси, ялсен сăн-сăпатне çĕнетесси. Ку тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланнă, тумалли татах та нумайрах. Пĕр-пĕрне ăнлансан кăна ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлайăпăр, — терĕ Александр Николаевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ ят-сума, хисепе тивĕçнисене çак кун Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Мероприяти ял старостисене суйланипе, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçне хак панипе вĕçленчĕ.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *