Техника юсавлă

Техника юсавлă

Нумаях пулмасть «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче техника тĕрĕслевĕ иртнĕ. Паянхи кун тĕлне çак предприятисенче — 22 трактор, 10 прицеп, 3 погрузчик.
Комисси техника юсавлă, акана тухма хатĕр пулнине палăртнă. Хуçалăхсен инженерĕ Александр Павлов пĕлтернĕ тăрăх, механизаторсем çителĕклĕ, кирлĕ чухлĕ дизтопливо кÿрсе килнĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче уй-хирсенчи тата çулсем çинчи хăрушсăрлăх çине те тимлĕх уйăрнă. Юлашкинчен район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин механизаторсене тăрăшса ĕçлеме, лайăх тухăç туса илме суннă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *