Пятница, 19 апреля

Презентаци иртрĕ

Презентаци иртрĕ

Иртнĕ юнкун Нĕркеçри культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта çак ялта çуралса ÿснĕ Валентина Кириллован /Смирнован/ «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнекине сÿтсе явма пухăннă.
Сăмах май каласан, ку Валентина Алексеевна кăларнă виççĕмĕш кĕнеке пулчĕ. Пирвайхисем «Савăнăç куççулĕ», «Сиплев утравĕ» ятлăччĕ. Вĕсем Елчĕк редакцийĕнче пичетленсе тухнă. «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнекене вара Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире çапнă. Кĕнекере 33 калав. Ачасене пĕчĕкрен ачаш ÿстерни, тивĕçлĕ воспитани паманни кайран вĕсене тÿрĕ çултан пăрать, хĕрсене мăшăрсăр ача çураттарать, çамрăксем чи çывăх çыннисене — ашшĕпе амăшне хисеплемеççĕ, тĕрлĕ усал ĕç тăваççĕ. Произведенисем хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ — ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем, çемьери çыхăнусем, сиенлĕ йăласем… Кашни калавĕ çăмăллăн вуланать. Авторăн чĕлхи тĕлĕнмелле пуян, вăл каларăшсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе пĕлсе усă курать.
В.А.Кириллова шкулта вĕреннĕ чухнех районти «Октябрь ялавĕ» /»Каçал ен»/, республикăри «Пионер сасси», «Тантăш» хаçатсемпе тачă çыхăну тытнă. Пĕр вăхăт «Октябрь ялавĕнче» корреспондентра ĕçленĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Кайран каллех район хаçачĕн корреспондентĕнче тăрăшнă. Статья хыççăн статья, очерксемпе тĕрлĕ корреспонденцисем çырнă. Ял çыннисем унăн хайлавĕсене юратса вуланă.
Валентина Алексеевна хăйĕн малашнехи пурнăçне Елчĕк районĕпе çыхăнтарнă. Çемьеллĕ пулнă, чылай çул «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче çырусен пайне ертсе пырать. Унăн мораль темипе çырнă статйисене, калавĕсене халăх юратса вулать. Кун пирки унпа пĕр класра вĕреннĕ Михаил Кузнецов /Нĕркеçри культура çурчĕн директорĕ/, тантăшĕ Галина Таллерова, автора хими предметне вĕрентнĕ Елена Васильева, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин, «Октябрь ялавĕ» /»Каçал ен»/ хаçат редакцийĕнче пĕрле ĕçленĕ Зинаида Соловьева каларĕç. Нĕркеçри библиотека заведующийĕ Алена Пыркина пухăннисене В.Кириллован биографийĕпе паллаштарчĕ. «Маттур, чун-чĕрене хускатмалла çырнă, тĕшĕллĕ калавсем», — терĕ автора шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Любовь Иванова, унăн калавĕсене тĕплĕн тишкернĕ май.
Елчĕкрен килнĕ хăнасем сцена çине тухрĕç. «Чăн-чăн пурнăç кĕнеки, паян тĕл пулакан пулăмсене витĕмлĕ сăнлать. Хăшпĕрисем калавсенче хăйсене палласа илеççĕ. Эпир Валентина Алексеевнăна калав, повеç, роман калăплама, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма ырлăх-сывлăх сунатпăр», — терĕ унăн тантăшĕ, тăхлачи Валентина Вастулова. Тÿскелти культура ĕçченĕ Маргарита Борисова, «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче пĕрле ĕçленĕ Наталия Егоркина, В.Кириллован тантăшĕ Алевтина Александрова, класс ертÿçи пулнă Алексей Волков, унăн мăшăрĕ Елизавета Петровна, сакăрвуннăран иртнĕ Роза Герасимова, В.Кириллован хĕрĕ Марина тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Нĕркеç хĕрне тăван яла манманшăн тав турĕç, творчествăра ăнăçусем, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей сунчĕç, парнесем парнелерĕç.
Нĕркеçри Павел Иванов музыкант, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор ертсе пыракан арçынсен ансамблĕ, Елчĕкрен килнĕ Николай Малышкинпа юрă кĕвĕлекен Вячеслав Захаров баянист тата ыттисем те автора илемлĕ те янăравлă юрăсемпе савăнтарчĕç.
Валентина Алексеевна пурне те ăшă тĕлпулушăн тав турĕ, малашне яла тăтăшрах килсе çÿреме, вĕсене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарма пулчĕ.
Тĕлпулу çÿллĕ шайра, чылайлăха асра юлмалла иртрĕ.
З.СОЛОВЬЕВА.

Т

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *