Четверг, 25 апреля

Кĕнеке тусĕсем уявра савăнчĕç

Кĕнеке тусĕсем уявра савăнчĕç

Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольски райповĕн Суту-илÿ çуртне ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе йышлăн пуçтарăнчĕç. Суту-илÿ çурчĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне халалласа ачасем валли чăн-чăн уяв йĕркеленĕ.
Ачасем патне хăнана мультфильмри юратнă сăнарсем килсе çитрĕç. Вĕсем ачасене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç, ташлаттарчĕç, вĕсемпе пĕрле зарядка турĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, кĕтмен парнесемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех чăваш, вырăс, тутар халăх тумĕллĕ хĕрсем кĕнеке мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен чăвашла, вырăсла, тутарла каласа пачĕç, ачасене кĕнекепе туслашма сунчĕç.
Ачасем хăйсен юратнă литература сăнарĕсене ÿкерсе килме те ÿркенмен. Вĕсем пурте грамотăсене, юмахри «çамрăклатакан» панулмисене тата парнесене тивĕçрĕç.
Район администрацийĕнче вĕренÿ кĕнекисен методистĕнче чылай çул ĕçленĕ Валентина Петрова çакăн пек савăнăçлă уяв йĕркеленĕшĕн Суту-илÿ çуртĕнче ĕçлекенсене пуçтарăннисен ячĕпе чĕререн тав турĕ, кĕнекепе туслă пулни пурнăçра питĕ пулăшса пынине палăртрĕ.
Пуçтарăннисем вырăсла, чăвашла, тутарла, акăлчанла çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç, вĕсене йÿнĕрех хакпа туянма та пултарчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *