Куравпа паллашăр

Куравпа паллашăр

«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ Хырай Ĕнел культура çуртĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Василий Васильевăн картинисен куравне йĕркеленĕ. Ăна района туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă.
Çак курава районта иртнĕ плэнерсем вăхăтĕнче ÿкернĕ 20 ытла ĕçе тăратнă. Вĕсем хушшинче Александровка ял поселенийĕн территорийĕнче тата Хырай Ĕнел ялĕнче ÿкернĕ ĕçсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Курав май уйăхĕн вĕçĕччен пырать. Пурне те культура çуртне çитсе ĕçсемпе паллашма йыхравлатпăр.
А. ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *