Район администрацийĕнче ĕçлекенсем командăпа штаб вĕренĕвĕсене хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăрура тата мирлĕ вăхăтран вăрçă вăхăчĕ çине куçсан хăйсене мĕнле тытмаллине кăтартса панă. 3 кун пынă вĕренĕве 500 ытла çын хутшăннă.
Çак кунсенче командăпа штаб вĕренĕвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта гражданла оборона ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, командăпа штаб вĕренĕвĕсен ертÿçи, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов генерал-майор, унăн çумĕ, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, командăпа штаб вĕренĕвĕсен ертÿçисен штаб начальникĕ Андрей Саенко хутшăннă.
Çакăн пек вĕренÿсене кашни муниципаллă районтах ирттермеллине палăртнă. Енчен те ертÿçĕсем чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлсе тăрсан, ку инкекрен сыхланма пулăшĕ. Тĕрлĕрен лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине халăха та вĕрентмеллине палăртнă пуçтарăннисем.
Пĕтĕмĕшле илсен, командăпа штаб вĕренĕвĕсем лайăх палла тивĕçнĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.