Уй-хире — юсавлă техникăпа

Уй-хире — юсавлă техникăпа

Çурхи хĕвел кунран-кун вăйлăрах та вăйлăрах пăхнине кура юр кĕрчĕсем самаях йăшрĕç, хирсенче унта та кунта хура çĕр те курăнкалать. Çĕр ĕçченĕсемшĕн халĕ хĕрÿ вăхăт пуçланнă та ĕнтĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тăрăшакансем пикенсех трактор-машинăсене, тĕрлĕ агрегатсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ, удобренисем кÿрсе килеççĕ. Хуçалăхсенче ĕç вĕресе çеç тăнине эпир «Рассвет» ЯХПКна çитсе кĕрсенех курса ĕнентĕмĕр.
«Рассвет» — районти чи ла-йăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр çитĕнÿсем тума пулмастех. Хуçалăхра тăрăшакансем çакна тĕпе хурса çураки пуçланиччен чылай малтан ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. Кăçал вĕсем 90 гектар çинче — çурхи тулă, 154 гектар çинче — урпа, 24 гектар çинче — пăрçа, 17 гектар çинче — вика, 40 гектар çинче силос валли куккурус çитĕнтерме палăртнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксем — 86 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 104 гектар йышăнĕç. Кĕрхи тырăсене 210 гектар çинче акса хăварнă. Вĕсем мĕнле хĕл каçни хальлĕхе паллă мар-ха.
Пĕлтĕр çĕрулмине 120 гектар çинче çитĕнтернĕ. Кăçал ăна 100 гектар çинче лартма палăртнă. Тукайсем ытларах «Гала» вăрлăха кăмăллаççĕ.
Хальхи вăхăтра хĕрарăмсен ушкăнĕ сутлăх çĕрулмине суйлать. Туслăн, тăрăшса ĕçленине кура ку ĕç кал-кал пынине палăртаççĕ хуçалăхра вăй хуракансем.
Машинăпа трактор паркĕнче те ĕç вĕресе çеç тăрать. Денис Киселев, Владимир Коноплев, Александр Хурасев, Юрий Казаков, Сергей Пыркин, Вячеслав Портнов, Михаил Муллин трактористсем пикенсех хăйсене шанса панă техника хатĕрĕсене акана тухма хатĕрлеççĕ. Анатолий Викторов, Владимир Моторин, Валерий Соловьев водительсен те хальхи вăхăтра ĕç пайтах. Николай Скворцов сварщик та техника хатĕрĕсене йĕркене кĕртес тесе куллен тăрăшать. Апрелĕн 15-мĕшĕнче хуçалăхра техника тĕрĕслевĕ иртет. Çак куна пĕтĕм техника хатĕр пуласса палăртаççĕ ĕçченсем.

Н. КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *