Контейнерсене пушатмаççĕ

Нумаях пулмасть редакцие районти пĕр ялтан çыру килчĕ. Унта çак ялта пурăнакансем çÿп-çап турттарса тухакан компанин ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртнă. Çÿп-çап контейнерĕсем тахçанах тулса кайнă, вĕсен йĕри-тавра тем те пĕр сапаланса выртать. «Пирĕн патри çÿп-çап контейнерĕсене хăçан юлашки хут пушатнине те ас тумастпăр. Хыт каяшшăн тÿлемелли квитанцисем вара уйăхсерен килеççĕ. Пирĕн мĕншĕн тÿлемелле?» — çырнă çырура.
Халĕ ялсенче пурăнакансем хытă каяшсене турттарса тухнăшăн кашни çыншăн 60 тенкĕ те 71 пус тÿлеççĕ. Çемьешĕн сахал мар тăкак ку. Çак укçана тÿлекенсем, паллах, «Экоцентр» МВК» хăйĕн ĕçне туллин пурнăçласса шанаççĕ. «Укçине тÿлеме тÿлетпĕр те-ха, ялсенче хăçан йĕрке пулĕ-ши?» — пăшăрханаççĕ çынсем. Çакăн пек ÿкерчĕк чылай ялта пулнинче иккĕленÿ çук, паллах. Хыт каяшсене илсе тухнăшăн укçа тÿленĕ май унта-кунта çÿп-çап выртни килĕшÿллĕ-ши? Халĕ çуркунне çитнĕ май, юр айĕнче выртнă ăпăр-тапăр та çиеле тухать. Автоçулсем айккинче мĕн чухлĕ выртаççĕ тата. Хăшĕ-пĕрисем именмесĕрех тулли пакетсене çул çине е çул айккине ывăтаççĕ, çÿп-çап пăрахмалли вырăнсем патне темшĕн çитеймеççĕ… Хăçан пуçтарма хăнăхса çитĕпĕр-ши? 
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *