Понедельник, 9 декабря

Ачасемпе эпĕ телейлĕ

Пурнăç каçалăкĕ витĕр утса тухасси — çул урлă кÿршĕ патне каçасси çеç мар. Йышлă та туслă çемьере çуралса ÿснĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Ятманова. 1939 çулта вăтам колхозниксен — Александра Алексеевнăпа Иван Алексеевич Морозовсен çемйинче кун çути курнă хĕрача.
Лена тăхăр уйăхра чухне, кĕр кунĕнче, ашшĕн салтака кайма ят тухать. Пурнăç урапи еплерех кусассине малтанах никам та пĕлмест. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшне Ленăн ашшĕ çар службинче кĕтсе илет. Уншăн Аслă Отечественнăй вăрçă 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вĕçленмен, ун хыççăн Яппун вăрçине те лекнĕ çамрăк. 1946 çулта гварди сержанчĕ тинех хăй çуралса ÿснĕ яла таврăннă. Пĕчĕк Лена ун чухне 1-мĕш класа çÿренĕ.
Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсенче ÿснĕ Елена. Çемьере вĕсем çиччĕн пĕртăван пулнă. Пысăк çемьере ачасенчен чи асли пулнă май, хĕрача ури çине ĕне ир пуснă. Вăл амăшĕпе пĕрле килти ĕçсенче те, колхозра та тăрăшнă, аслисенчен пĕрре те кая юлман. Ялти çичĕ класлă шкула пĕтерсен Лена кÿршĕ ялти шкулта укçалла вунă класс пĕтерет. Шкулта лайăх вĕреннĕ пулсан та, вăл учитель е бухгалтер, тухтăр профессине суйласа илмест, Улатăрти професси училищинче лебедкăпа ĕçлекен механика вĕренсе тухать. Унтан Волгоградри 5-мĕш професси училищинче штукатур-маляр профессине алла илет. Диплом илнĕ хыççăн вăл çак хуларах ĕçлеме юлать. 1961 çулта ăна Новосибирск хулине сушилкăсем пуçтарнă çĕре яраççĕ.
Тăван тăрăх, тăван ен… Кирек епле пулсан та, вăл хăйĕн енне туртать. Еленăна та чăваш çĕрĕ, ял хушшинчи лаштра йăмрасем ăшă çилпе хумханса хăйсем патне йыхăрнă. Çавăнпа та вăл яла таврăннă.
Мĕн тери илемлĕ те хавас вăхăт вăл — çамрăклăх. Каçхине урама тухсассăн унта та кунта хаваслă юрă-кĕвĕ, купăс сасси илтĕнет. Çавăн пек асамлă каçсенчен пĕринче паллашнă та Елена хăйĕн пулас мăшăрĕпе. Авдей колхозра малти ретри водительсенчен пĕри пулнă. Яштака, юрра-ташша ăста хĕре вăл тÿрех куç хывнă. Çамрăксем ту-йăмсене чылай вăхăт тĕрĕслемен, часах чаплă туй кĕрлеттерсе çемье çавăрнă.
Çамрăк мăшăр уйрăлса тухса кирпĕчрен çурт купаланă, хуралтă çавăрса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пикеннĕ. Ятмановсен хуçалăхĕ çирĕп пулнă, çемье икĕ ĕнерен кая усраман. Çĕнĕ пÿрте «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килнĕ. Елена Ивановнăпа Авдей Деомидович çичĕ ачана кун çути кăтартнă.
— Ĕлĕкхи вăхăтра ача çуратнă тесе пĕрре те алă усса ларман. Больницăран тухсанах ачана йăтнă та ĕçе утнă. Ачасене те эпĕ пĕрне — йĕтем çинчен, теприне — чĕкĕнтĕр ани çинчен, виççĕмĕшне утă уйĕнчен çуратма кайнă, — аса илет Лена аппа.
18 çул хушши пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе пурăннă мăшăр. Анчах инкек куçа курăнса килмест. 43 çула çитсен Авдей тете ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, çемйине тăлăха хăварнă. Çĕр йăтайми йывăр хуйхă пулсан та, çамрăк хĕрарăмăн малалла пурăнмалла, ачисене ура çине тăратса çын тумалла пулнă. Аслă ывăлĕ Андрей ун чухне 10-мĕш класра вĕреннĕ, кĕçĕн хĕрĕ Надя икĕ çулта пулнă. Ачисене ура çине тăратас, тивĕçлĕ воспитани парса аслă пĕлÿллĕ çын тăвас тесе Лена аппа харăсах темиçе ĕçре ĕçленĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.
Тивĕçлĕ канăва кайсан та вăл фермăра хуралçăра, йĕтем çинче тырă виçекенре, колхозри сăнав канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Ырă çынна — ырă ят. Чунтан парăнса ĕçленĕшĕн Лена аппа темиçе хутчен те Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тивĕç пулнă.
— Унчченхи вăхăтра чĕкĕн-тĕр, çĕрулми, севок, кишĕр па-йĕсем пулнă. Яланах икшер пай илнĕ. Стройка ĕçĕпе ĕçленĕ май, вырсарникун çеç каннă. Çавăнпа та ĕçе кайиччен тата ĕçрен килсен те пай çине çум çумлама кайнă, ачасене те ĕçсĕр лартман. Хам ĕçе кайиччен аслăрах ачасене наряд парса хăвараттăм. «Эсĕ ăна ту, эсĕ кăна ту» тесе каласа ăнлантарнă. Ачалăхне те ача пек ирттереймерĕç, тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ вĕсем, — аса илет куççульленсе Елена Ивановна.
Андрейпе вăталăх ывăлĕ Юрий ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те водителе вĕренсе тухса тăван хуçалăхра чылай вăхăт ĕçленĕ. Самана улшăннă май, вĕсем Мускава ĕçлеме çÿреме тытăннă. Сергей Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехник профессине алла илсе Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Сашăпа Валера педагог профессине суйласа илнĕ. Вăхăт иртнĕ май, Саша куçăмсăр майпа, Мускаври çул-йĕр институчĕн филиалĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл Мускавра бригадир-строительре ĕçлет. Валера вара юридици академийĕнче ăс пухнă хыççăн Шупашкарта полици уйрăмĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Патвар каччă çичĕ хут Чечня вăрçинче пулнă. Халĕ вăл подполковнике çитнĕ. Татьяна Шупашкарти педагогика колледжĕнчен воспитателе вĕренсе тухнă, хăйĕн ĕçĕпех ĕçлет. Надя Шупашкарти строительство техникумĕнче бухгалтер-экономист профессине алла илнĕ. Паянхи кун вăл ял администрацийĕнче тăрăшать.
80 çула çитсе пурнăçăн хура-шурне курнă, темĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе тухнă Лена аппан аса илмеллисем нумай.
— Хам ĕмĕрте миçе тонна кирпĕч, раствор йăтман-ши; Мăйракаллă шултра выльăх комплексне, çĕнĕ сысна витисене тунă çĕре хамăрăн «Восток» колхозăн строительсен бригади те хутшăннă. Халь ĕçлекенсем сахалланнипе сысна вити те хупăнчĕ, ĕнесем патĕнче те виçĕ вите юлнă-ши; — пăшăрханса калаçать Елена Ивановна.
— Мана çак çула çитсе пĕр ача та сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Ачасемпе эпĕ телейлĕ. Ачасене, мăнуксене, вĕсен ачисене тулăх пурнăçпа пурăнма пиллетĕп, — тет сăмахне вĕçленĕ май Елена Ятманова.
Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче туслă та йышлă çемье, мĕнпур тăванĕсем юбилей кĕрекине Лена аппана 80 çул тултарнă ятпа саламлама пуçтарăннă. Вĕсем кинемее ырлăх-сывлăх, телей, 100 çула çитме суннă.
Н. ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *