Кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе малалла ăнтăлакан, умри тĕллевсене яланах пурнăçа кĕртекен хĕрарăм сахал мар пирĕн районта. Вĕсем пур ĕçре те маттур. Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан Ольга Прокопьева шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен. Вăл çемьен фермер хуçалăхне йĕркелесе пынипе çеç çырлахмасть. Кирлĕ пулсан фермăна васкать, ĕнесем сăвать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, хăех çум çумлать, пахча çимĕç çитĕнтерет… Ĕçрен чăннипех те хăрамасть хĕрарăм.
Ольга мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçса ÿснĕ. Амăшĕпе ашшĕ, Верăпа Вячеслав Кротовсем, виçĕ тĕпренчĕкне яланах ĕç çумне çыпăçтарнă. Килте ĕçлемелле-и, колхозра тăрăшмалла-и — вĕсем ĕçрен пăрăнман. Оля çемьере чи асли пулнăран кĕçĕннисене пахчара ĕçлеме хăнăхтарнă, колхоз уйĕсенче те сахал мар пай çумланă. Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн Ольга Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ, товаровед специальноçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт хушши вăл райпо системинче ĕçленĕ. Каярах Хирти Ĕнел каччипе Григорий Прокопьевпа çемье çавăрнă. 2006 çулта Прокопьевсем хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Унтанпа вĕсем çемйипех хуçалăхра тăрăшаççĕ. Ольга Вячеславовна ачисене те куллен ĕçе явăçтарать. Прокопьевсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕпе хĕрĕсем — паян ашшĕ-амăшĕн пулăшаканĕсем тата вĕсен ĕç вăрттăнлăхĕсене хăнăхса пыракансем.
Маттур хĕрарăм обществăлла ĕçре те вăр-вар. Вĕсем çемйипех пултаруллă. Прокопьевсем «Çемье çулталăкĕ — 2014» конкурса хутшăнса «Спортпа туслă çемье» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех кăçал Ольга Вячеславовна республикăри хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ «Хĕрарăм — лидер» конкурса хутшăнма та май тупнă. Ятарлă презентаци хатĕрлесе хăйĕн кулленхи пурнăçĕпе туллин паллаштарнă вăл. Маттурскер конкурсра «Ял хĕрарăмĕ — предприниматель» номинацире 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пуçаруллăскерĕн ĕçне çÿллĕ шайра хаклани малашне татах та пысăк вăй-халпа ĕçлеме хавхалантарни иккĕлентермест. Чи маттур, чи пултаруллă, чи хастар хĕрарăм-ертÿçĕсем ĕçре вашават пулнипе çеç çырлахмаççĕ. Вĕсем çемьере — чи юратнă мăшăр, хаклă та хисеплĕ анне. Унпа пĕрлех пушă вăхăт тупăнсанах ачисемпе пĕрле уçăлма тухма, выляма, пĕрле ларса кĕнеке вулама вăхăт тупаççĕ. Ольга Вячеславовна та ачисемпе пĕрле коньки тăхăнса ярăнать, кирлех пулсассăн мечĕк тапать, чупать… Сăмах май каласа хăварсассăн, вăл — Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен хоккей командин членĕ тата чи лайăх тапăнса выляканĕ. Хĕрарăмăн пур тивĕçне те чыслăн пурнăçласа пыраканскер, Ольга пурнăçра телейлĕ пулнине пытармасть.
— Çумра çывăх çынсем пурри, ĕçе юратса пурнăçлани, кашни куна кĕтсе илни мĕнпе телей мар; Паллах, пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. Апла пулин те, савăнма, Турра мĕн пурришĕн тав тума пĕлмелле. Пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп, — терĕ хĕрарăм сăмахне пĕтĕмлетсе.
А.ЕФРЕМОВА.