Çыравçăпа тĕл пулнă

Çыравçăпа тĕл пулнă

Районти ача-пăча библиотекинче поэтессăпа, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕпе Алевтина Корочковăпа тĕлпулу ирттерчĕç. Унта Комсомольскинчи «Радуга» ача садне çÿрекенсем те хутшăнчĕç.
Поэтесса хăйĕн пултарулăхĕ, хăçан пĕрремĕш сăввисене çырни çинчен каласа пачĕ. Ачасем темĕнле интереслĕ лару-тăрăва та лекеççĕ. Çакăн пек самантсене асăрхаса А. Корочкова вĕсене сăвăсенче уçса парать те. Çапла поэтессăн сăвă пуххисем çуралаççĕ.
Алевтина Ревовна ачасене хăйĕн «Удивительный компот», «Листиковый дождик», «Сказка о тигренке» кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем çавăн пекех тĕрлĕ сăмахсем патне рифмăсем тупмалла та вылярĕç.
Пуçтарăннисем çыравçăна интереслĕ тĕлпулушăн тав турĕç, пултарулăхра малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç. Ачасем те Алевтина Ревовна валли парне хатĕрленĕ. Вĕсем унăн сăввисене илемлĕ вуласа поэтессăна савăнтарчĕç. А.Корочкова ачасене кĕнеке нумайрах вулама, библиотекăпа туслашма сĕнчĕç.
Е.ПРОКОПЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *