Çулталăк воспитателĕ

Çулталăк воспитателĕ

Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракансем çулсеренех професси ăсталăхне тĕрлĕ шайри конкурссенче кăтартаççĕ. «Çулталăк воспитателĕ — 2019» районти конкурсра кăçал 5 педагог тупăшнă. Конкурс «Радуга» ача садĕнче иртнĕ. Жюри членĕсем воспитательсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне хакланă.
Пилĕк педагогран чи маттурри Т.А. Шеверова пулнă. Вăл — «Пилеш» ача сачĕн воспитателĕ. Ачасене тарăн та паха воспитани парас тесе чылай çул ĕçе васкать.
«Пучах» ача сачĕн учитель-логопечĕ З.С.Низамова конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. А.П.Чаркина /»Радуга» ача сачĕ/ виççĕмĕш вырăнпа палăрнă.
Т.КАРИМУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *