Понедельник, 14 октября

Чи лайăх кĕнекесене вулар-и?

Чи лайăх кĕнекесене вулар-и?

Ачасен канăвне усăллă та хаваслă ирттересси — аслисен тивĕçĕ. Вĕренекенсем çуркуннехи каникулта пулнă май, çак вăхăта уйрăмах асра юлмалла тата усăллă ирттерни паха. Компьютер умĕнче выляса ларни, урамра çапкаланни усă кÿменнине кашни ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа та ачасене ытларах кĕнекепе туслаштарасчĕ, çырма-вулама явăçтарасчĕ. Библиотекăра та вăхăта усăллă ирттерме пулать. Кăмăл пулсассăн унта темĕн тĕрлĕ хаçат-журналпа, кĕнекепе паллашма пулать. Сăмахран, çак кунсенче çеç Чăваш кĕнеке издательстви ачасене вуламалли чи лайăх 6 кĕнекене палăртнă.
Тĕслĕхрен, Светлана Гордееван «Буквы в букете» сăвăсен пуххи чи пĕчĕк кĕнеке тусĕсемшĕн интереслĕ пулĕ. Кунта алфавитпа туллин паллаштарнă. Швеци писателĕн Астрид Линдгренăн произведенийĕсене чăвашла куçарса хатĕрленĕ. Эмиль геройпа паллаштаракан кĕнеке илемлĕ те тулли содержаниллĕ пулса тухнă. Лев Кадкин «Заячьи ботинки. Мулкач пушмакĕ» кĕнеки те ачасемшĕн кăсăклă пулĕ. Ăна вырăсла та, чăвашла та вулама пулать. Василий Сухомлинскин «Ленивая подушка. Наян минтер» кĕнекине вырăсла тата чăвашла çырнă калавĕсене, юмахĕсене кĕртнĕ. Надежда Медюкован «Клад для Настеньки» кĕнеки ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшне те вулама кăсăклă пулĕ. «Сказки тюркских народов. Туссен юмахĕсем» кĕнекене кĕртнĕ юмахсене çывăрас умĕн вулама интереслĕ.
Апла пулсассăн чи лайăх кĕнекесемпе паллашма васкамалла. Кайран вĕсене вĕренекенсемпе класра пĕрле сÿтсе явма юрать.

Е.ПУШКАРЕВА,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *