Четверг, 25 апреля

Тăманлă Выçлире талантсем нумай

Тăманлă Выçлире талантсем нумай

Нумаях пулмасть Тăманлă Выçлири культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче вĕренекенсен «Радуга талантов» фестивалĕ иртрĕ. Черетлĕ фестивале Театр çулталăкне халалланă.
Фестивале 5 — 6-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем «Ромашки» ташăпа уçрĕç. Уяв ячĕпе залра пуçтарăннă хĕрарăмсене «Цветы для мамы», «Мама» юрăсемпе кĕçĕн классен хĕрачисем саламларĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Н.Ильин ертсе пынипе халăх инструменчĕсен «Илем» ансамблĕ чăваш халăх кĕввисене шăрантарчĕ. Шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çÿрекенсем хăйсене артистсенчен пĕрре те кая тытмарĕç. Ар-çын ачасен салтаксен ташши тата хĕрачасен «Раз ладошка» юрри куракансене тыткăнларĕç.
Вĕренекенсем вырăсла тата чăвашла сценкăсем хатĕрленĕ. «Чăвашла маннă», «На перемене в учительской», «Бабушки-старушки», «Лучший ученик», «Ну и фамилия» сценкăсене куракансем кăмăллăн йышăнчĕç.
Чăваш вăййине кăтартма сцена çине 7-мĕш классем тухрĕç. Хĕрсемпе каччăсем чăваш халăх юррине шăрантарчĕç, илемлĕ ташшине ташларĕç.
8-мĕш класра вĕренекенсем «Кавказская пленница» кинофильмăн пĕр сыпăкне лартса пачĕç. К.Мурзаева «Сердце» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ. «С понедельника возьмусь», «Я красива, я принцесса», «Взрослые и дети» юрăсем залра ларакансене савăк кăмăл парнелерĕç. «Будем вместе», «Морячка», «Танец лучших друзей», «Дискотека в стиле 90-х» номерсене куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Фестивале хĕрачасен ушкăнĕ илемлĕ чăваш ташшипе вĕçлерĕ.
Мероприяти çÿллĕ шайра иртсе кайрĕ. Кашни номер валли тивĕçлĕ тум хатĕрлени фестивале тата та курăмлăрах турĕ. Шкул ачисен хăйне евĕрлĕ номерĕсем куракансен асĕнче нумайлăха юлĕç.
Çак фестиваль шкул ачисем тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăннине, класс ертÿçисем вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшнине кăтартса пачĕ.
Т.ШИНГАЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *