Четверг, 25 апреля

Пуян та интереслĕ курав

Пуян та интереслĕ курав

Район 80 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн çуртĕнче чăваш художникĕсен ĕçĕсен «Тăван ен çăлкуçĕсем» куравĕ иртет. Унта пирĕн районтан тухнă профессионал-ÿнерçĕсен тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер факультечĕн магистратуринче вĕренекен студентсен 70 ытла ĕçĕпе паллашма май пур. Вĕсене пейзаж, портрет, натюрморт жанрĕсемпе ÿкернĕ.
Куравра РФ тава тивĕçлĕ художникĕн, ЧР халăх художникĕн, «Кĕтне» ентешлĕхĕн хисеплĕ членĕн Миша Григорянăн, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Василий Васильевăн, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсен Вагиз Камалетдиновпа Викентий Лукияновăн, Борис Григорьевăн тата Мария Григорьева, Диана Лукиянова, Алла Зайцева, Диля Камалетдинова ЧППУ студенчĕсен ĕçĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Пысăк юбилей умĕн пирĕн район ÿнерçĕсемшĕн чăн-чăн пултарулăх мастерскойĕ пулса тăчĕ. Кураври пур ĕçе те пирĕн тăрăхри тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнсенче ирттернĕ пленэрсем вăхăтĕнче хатĕрленĕ. Картинăсем куракансене хăпартлантараççĕ, таврари илеме сăнама, хаклама вĕрентеççĕ. Курав питĕ интереслĕ те пуян, тĕрлĕ шухăшсем çуратать. Пирĕн ентешсен ĕçĕсемпе паллашма, таврари илеме ÿнерçĕсен куçĕпе курса хаклама кашниех пултарать.
А. ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *