«Ав çавăнта пурăнать Лидя аппа», _ тесе ял çыннисем кăтартса янă çурт патне çитсен урамранах кунти тирпейлĕх куç тĕлне пулчĕ. Капмар çурт, унăн умне юртан тап-таса тасатса хунă, чÿречесем çинче илемлĕ карăсем çакăнса тăраççĕ, кашни чÿречеренех тĕрлĕ тĕслĕн йăмăхса ларакан чечексем курăнаççĕ. Шала кĕрсен вара тĕлĕнмелли тата ытларах пулчĕ. Кашни диван-кравать, тенкел-пукан çинче — тĕрлĕ тĕслĕ çипрен çыхса хатĕрленĕ виткĕчсем. Питĕ хăтлă та илемлĕ кунта. Çак илеме кил хуçи — 85 çул тултарнă Лидия Михайловна хăйĕн аллисемпе хатĕрленĕ.
Пĕрре те алă усса ларма хăнăхман кинемейĕн пурнăçĕ ĕçре иртнĕ. Вăл Шурут ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, 5 çулта чухнех тăлăха юлнă. Пĕчĕк хĕрпĕрчине аслă аппăшĕ хăйĕн хÿттине илнĕ, темле йывăр пулсан та йăмăкне пăхса ÿстерме хал çитернĕ. 19 çулта чухне çамрăк хĕр ялти маттур та ăста алăллă каччăпа Николайпа пĕр çемье çавăрнă, шăкăл-шăкăл калаçса пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма пуçланă. Лидия фермăра пăру пăхнă, мăшăрĕ вара шкул пĕтернĕ хыççăн мĕнле трактор çине ларнă, çапла 45 çул юратнă ĕçĕнче ырми-канми вăй хунă.
Пĕрлешсен нумай та вăхăт иртмен, çамрăк çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Умлăн-хыçлăн çуралакан пепкесемпе çулран-çул пуянлансах пынă Никифоровсем. — Мăшăрăм йышлă çемье çинчен ĕмĕтленетчĕ. «Ача нумай пулни — телей, пурне те çуратар. Ача ытлашши пулмасть», — тетчĕ. Иксĕмĕр пĕр шухăшлă пулса 10 ачана пурнăç парнелерĕмĕр вĕт, — сÿтет калаçу çăмхине Лидя аппа.
Вăл вăхăтра хальхи пек килте ачапа ларма май пулман. Çуратсан пĕр уйăхранах ĕçе васканă. Юрать, Никифоровсен ачисене асламăшĕ пăхнă, ун çумĕнчех çитĕннĕ вĕсем тесен те юрать. «Ача-пăча тухтăрĕ мухтаса кăна тăратчĕ пире. Ачăрсене лайăх пăхатăр, чирлеттерместĕр, килте те сирĕн яланах тирпейлĕ, тетчĕ. 10 ачаран пĕринпе те больницăра выртса курман, пурте сывлăхлă пулнă», — аса илет Лидия Михайловна.
Ĕçчен те правур Лидя аппан аллинче яланах ĕç вĕресе тăнă. Ун чухне пăру пăхакансен ĕçĕ хальхинчен чылай йывăртарах пулнă. Кашни кун 50—60 пăру валли çавапа утă çулса панă, хальхи пек косилкăсем пулман. Унтан Лидия сысна ферминче те ĕçленĕ, колхоз валеçсе паракан пайсене тума хире çÿренĕ, хăмла пахчинче тăрăшнă… Тунă ĕçĕсене каласа пĕтерме те çук, иртен пуçласа каçчен ларса канма та вăхăт пулман. Унсăр пуçне Никифоровсем килте картиш тулли выльăх усранă: темиçе ĕне, сыснасем, сурăхсем, чăххи-чĕппи… Çавăн пекех кил хуçи Николай Савватьевич вĕлле хурчĕ нумай тытнă, ачисене пыл çитерсе ÿстернĕ. «Пысăк çемьене тăрантармалла пулнă-çке-ха. Çавăнпа та пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă. Ÿсерехпе, паллах, ачасем ĕç çумне çыпăçнă. Пур ĕçе те йышпа пурнăçласан ĕç кал-кал пырать вăл», — уçать шухăшне кинемей.
Лидя аппапа мăшăрĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса 60 çул та 6 уйăх пĕрле пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те тăрăшулăхшăн, ĕçченлĕхшĕн питĕ нумай Хисеп хучĕсене, грамота-дипломсене, чаплă парнесене, премисене тивĕçнĕ. Ĕçчен мăшăр ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулнă.
Йышлă çемьери ачасем, мĕн пĕчĕкрен ĕç мĕнне пĕлсе ÿснĕскерсем, ашшĕ-амăшĕ пекех тăрăшуллă та ĕçчен çитĕннĕ. Вĕсем кашниех пурнăçра чуна çывăх професси тупнă, тĕрлĕ çĕрте тăрăшса чыс-хисепе тивĕçнĕ. «Тракторист та, доярка та, сутуçă та, директор та — такам та пур манăн ачасем хушшинче. Пĕри те ĕçкĕпе айкашмасть, пурте ĕçлесе, пус çумне пус хушса чаплă кил-çурт çавăрчĕç, машинăсем туянчĕç. Вĕсем пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулнишĕн питĕ савăнатăп», — тет ăшшăн кинемей.
Лидя аппа çулĕсене кура мар çивĕч ăслă, «Каçал ен» хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вулать, тем те асра тытать. Пуринчен ытла алĕç тума юратать: çăм арлать, чăлха-нуски тата кил-çурта илем кĕртекен виткĕчсем çыхать. Вĕсене тăванĕсене, хăнана килекенсене те пара-пара ярать. Хăех кукăль-пÿремеч пĕçерет, салатсем тăвать, картиш тулли чăх-чĕп усрать. «Мухтав Турра çирĕп сывлăх панăшăн. Паянхи кун та сывлăхпа, пурнăç илемĕпе савăнса пурăнатăп», — тет вăл.
Çак кунсенче кинемей юбилей кĕрекине ларчĕ. Çак ятпа ачисем, 21 мăнукĕ, мăнукĕсен 16 ачи кинемее ăшшăн саламлаççĕ. «Темрен те пысăк тав сана, аннеçĕм, пире кун çути парнеленĕшĕн, лăпка-лăпка ÿстернĕшĕн, çын тăвас тесе пĕтĕм вăйна шеллемесĕр пирĕншĕн тăрăшнăшăн. Анне пурри мĕн тери лайăх вăл. Тата та нумай çул сывлăхпа пурăнсам. Эсĕ пирĕншĕн ылтăнран та хаклă», — теççĕ вĕсем.
Н. КАЛАШНИКОВА.