Ыйтусене сÿтсе явнă

Ыйтусене сÿтсе явнă

Мартăн 20-мĕшĕнче районта, пĕтĕм республикăри пекех, черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина тата «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валерий Туркай килсе çитнĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем тĕрлĕ ял поселенийĕсене çитсе халăхпа тĕл пулнă, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Çав шутра: цифрăллă телекурав çине куçасси, çуракине хатĕрленесси, çурхи-çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Тĕп тема вара — РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çыру пулчĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Петр Красновран тата район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Александр Осиповран тăракан ушкăн Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусем тавра калаçнă, вырăнти çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата пурлăх ыйтăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина тата Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова Хайртдиновăн, Митюкован, Прокопьевăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, малашне тумалли ĕçсен планне сÿтсе явнă.
«Кĕтне» ентешлĕх председателĕнчен Валерий Туркайран тата район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕнчен Александр Красновран тăракан ĕçлĕ ушкăн Асанкасси ял поселенине çитсе граждансемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *