Тĕлпулу усăллă иртрĕ

Тĕлпулу усăллă иртрĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе агрономсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта хамăр районти хуçалăхсенчен çеç мар, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен те специалистсем пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата пурлăх ыйтăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина районăн ял хуçалăхĕнчи пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. «Пирĕн умра — питĕ пысăк ĕç: çуракине тивĕçлĕ шайра ирттересси. Çавна кура эпир паян пуçтарăнтăмăр та», — палăртрĕ вăл. Инна Николаевна çурхи ака пуçлансан ĕç йĕркине пăхăнса ĕçлемелли, типнĕ курăка çунтарнă чухне асăрхануллă пулмалли çине те тимлĕх уйăрчĕ.
«Сервис-Агро» наукăпа производство центрĕн специалисчĕ Марат Шарафутдинов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Организаци виççĕмĕш çул ĕнтĕ удобренисем, гербицидсем, ял хуçалăхĕнче усă курмалли тĕрлĕ хими препарачĕсем туса хатĕрлет. Вĕсем пулăшнипе сиенçĕсенчен хăтăлма, тухăçа чылай ÿстерме пулнине палăртрĕ Марат Хамитович. Çавăн пекех вăл тăпрара мĕнле элементсем çите-лĕксĕррине виçме май паракан приборсем çинчен каласа пачĕ, вĕсемпе пĕлсе усă курни удобрени суйлас ĕçре питĕ пулăшнине пĕлтерчĕ. Паллах, çак тема кашниншĕнех питĕ интереслĕ пулчĕ. Марат Шарафутдинов кашни ыйтăвах тимлĕн итлесе тулли хурав пачĕ.
Семинар питĕ усăллă иртнине, нумай çĕнни пĕлме пулăшнине палăртрĕç пуçтарăннисем.

Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *