Понедельник, 9 декабря

Темрен те паха иртнĕ самантсем

Темрен те паха иртнĕ самантсем

Тăван ял, тăван тавралăх тесен, манăн куç умне ача чухне урамра выляса чупни, ăшă çумăр хыççăн улăх-çарансенче кăмпа пуçтарни, кĕтÿ ансан амăшĕсенчен аташса юлнă пĕчĕк путексене шырани, «упа варринчи» кÿлĕре пулă тытас шухăшпа шывра чăмпăлтатни тухса тăрать. Кăшт çитĕнсен уй-хирте аслисемпе ĕçлени те асрах. Вăтăр çул каялла «Гигант» колхоз аван хуçалăх шутланнă. Çыннисем те кăмăллă та ĕçчен пулнă. Колхоз пысăк пулнăран, ачасем валли те яланах ĕç пурччĕ. Малтан çум çумлаттăмăр, каярахпа утă тавăрма, улăм пуçтарма хутшăннă. Ултă ялтан тăракан колхоз пурне те ĕçпе тивĕçтернĕ. Никам та Мускава шапаша тухса кайман. Колхозниксем ялта ĕçлесех пурăннă. Тырри-пуллине туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕхне самăртнă. Укçине вăхăтра панă. Çав укçапах ывăлне те авлантарнă, хĕрне те качча панă, çурт та лартнă…
Манăн тăван ялăмра пурăнасси те, чăнкă çырмаран шыва сикесси те, чуна килентерекен каçхи шăплăха итлесси те ĕмĕрлĕхех иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Çапах та Каçал тăрăхне пырса кĕме эпĕ яланах хавас. Çу кунĕсем çитсен черетлĕ отпуска кайрăм. Пушă вăхăтра таçти çичĕ тинĕс леш енчи çĕрсенче пăчăхса çÿрес темерĕм. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан аннене савăнтарас терĕм. Хам çуралса ÿснĕ яла пырса кĕрсен темле ырă ту-йăм чуна тыткăнлать. Çÿлти касри шур çуртăн урамалла тухакан виçĕ чÿречен çути хăй патне туртать. Ырлăх çути вăл маншăн, нихăçан ан сÿнтĕрччĕ! Çак çуртра, ватлăха парăнман анне, яланхиллех ачисене ăшшăн кĕтет. Ялта ăна палламан, пĕлмен çын та çук пулĕ. Галя аппа тесе чĕнеççĕ ăна. Аннене — Галина Германовна Алексеевăна вĕттисем юратаççĕ, ваттисем хисеплеççĕ…
Автобус кăнтăр тĕлне яла илсе çитерчĕ. Тавралăх — ем-ешĕл, çанталăк — уяр. Тин çулса пăрахнă утă шăрши сăмсана кăтăклать. Йывăç çулçисем ăшă çилпе вĕлтĕртетсе илеççĕ. Йĕри-таврари шăплăхпа киленсе пуçа çÿлелле çĕклесе пăхрăм. Сарă хĕвелĕ вара тĕнчене тахçанхи пекех хĕртсе ăшăтать. Ача чухнехине аса илтерет. Шухăша ярать. Мана çÿлти Турă Хирти Сĕнтĕр ялĕнче ÿтленсе çуралса çут тĕнчене курма пÿрнĕ. Çак çĕр çинчех упаленсе ура çине тăнă. Чунри пĕрремĕш туйăмсене те, нихăçан чĕререн тухайми уйрăлусене те чăтса ирттернĕ. Урăхла каласан, пурнăçăн тути-масине Хирти Сĕнтĕр ялĕнче тутанса пăхнă. Пуçăмри ырă шухăшсемпе çултан-çул чылай ватăлма ĕлкĕрнĕ çÿлти кас хĕрарăмĕсене сывлăх сунса вак чул сарнă тăван урампа васкамасăр утрăм. Пирĕн урам чи çÿллĕ вырăна вырнаçнă. Тен, çавăнпах ăна ялта Çÿлтикас теççĕ. Чунпа туятăп, ватă çынсене хисепсĕр пуçне нимĕн те кирлĕ мар. Евкень аппа, чăххисене кил енне хăвалаканскер, мана курсан чарăнса кĕтсе тăрать. Унпа пĕр-ик сăмах калаçса тăтăм. Унтан Римма аппа, килне кĕме пуçтарăннăскер, уçнă хапха алăкне хупса ман еннелле пăхать. Çак хисеплĕ ватăпа тата мĕнле калаçса илмесĕр чун чăттăр. Ав! Лиза аппа, кÿршĕ хĕрарăмĕ, тăруках паллаймарĕ пулас, аллине çамки çине тытса тинкерсе пăхать. Кашнинех хисеплесе ырă сунас килет. Вĕсем пирĕн хушăмăрта паянхи кунччен пурришĕн хам та питĕ савăнатăп. Вĕсен куçĕ умĕнче ÿссе çитĕнсе çын пулнă-çке-ха. Паянхи пек астăватăп вĕсен халапĕсене хăлхасене тăратса итленине.
Акă, Якур тетесен умне çитрĕм. Вĕсен умĕнче, эп мĕн астăвассах, çул варринче виçĕ йăмра сарăлса ÿсетчĕ. Вĕсене вăрçă хыççăн лартнă тенине илтнĕ. Ешĕлччĕ вĕсем, кăмăллăччĕ. Халĕ вара пĕтрĕç тесен те тĕрĕс пулать. Пĕри ларать-ха. Анчах та вăл та çĕрĕшнĕ, турачĕсем имшер. Иртнĕ çуркунне пĕтĕм сĕткенне пухса аран-аран çул-çăсем кăларчĕ. Мĕн тăвăн, çут-çанталăка хирĕç этем çеç мар —йывăç та парăнать. Ача чухне ыраш пуссисем питĕ çÿллĕн курăнатчĕç пулсан, Якур тетен йăмрисем вара, юмахри паттăр евĕрех туйăннă пире. Çÿлти турачĕсем çине пăхсан, пуçри çĕлĕк ÿкетчĕ. Кăнтăр кунĕсенче çул-çăсем хушшинче хĕвел çакланса ларнăн туйăнатчĕ. Каç пулсан ун тăрринче çăлтăрсем çуталса йăлкăшатчĕç. Аса илÿ çăмхи кĕске самантра сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ. Çакна йăмра та сисрĕ пулĕ. Унăн вăйсăр турачĕсем лăпкă çилпе авăна-авăна хускалчĕç. Çулçăсем чăшăл-чăшăл туса илчĕç. Манпа пăшăлтатса калаçнăн туйăнчĕç. Çак ватăсен умĕнчи вăрăм сак та тахçанах çĕрĕшсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Якур тете хăйĕн мăшăрĕпе, Мачук аппапа час-часах унта тухса ларатчĕç. Иртен-çÿрен çынсем ватăсен умне пырса тăрса сывлăх сунса алă паратчĕç. Кăштах калаçса ларатчĕç. Вĕсем тăрса кайсан вара Якур тете кĕсйинчен çаврака савăтне кăларса махорка пĕтĕретчĕ. Кушăрханă хытă аллисем тăр-тăр чĕтретчĕç те, махорка пĕрчисем вĕлтĕртетсе тăкăнатчĕç. Хăйне аван туйнă чух аллисене çурăм хыçне тытса васкамасăр урам тăрăх утатчĕ. Пирĕн урамра эпĕ ача чухне унăнни пек шуралса кăвакарнă шĕвĕр сухал никамăн та çукчĕ. Пĕринче, айванскер, ыйтрăм çав:
— Якур тете, пирĕн касра санăнни пек сухал никамăн та çук. Кукамайăн качакин сухал пур, тата санăн. Эсĕ качака мар-çке, санăн мĕншĕн сухал пур; Эсĕ утма та питĕ майĕпен утатăн. Эпĕ мĕнле хытă чупатăп. Пăхса тăр, мĕнле чупмаллине вĕрентетĕп, — тесе каллĕ-маллĕ пĕтĕм вăйран чупса кăтартрăм.
— Ачам… Аля, ачам.., — терĕ йăл кулса. Шĕвĕр сухалне аллипе шăла-шăла илчĕ. Тăруках пилĕк çулхи ачана ним калама аптрарĕ пулас. Унтан:
— Эпĕ ватă çавăнпа, — тесе çурăмран лăпкарĕ.
—Эсĕ мĕншĕн ватă; Мĕнле ватăлаççĕ ăна;.. — тата ку кăна- и-ха?!!
— Якур тете, эсĕ тата нумай пурăнатăн-и? — тенĕччĕ тепринче. — Кивĕ масар тулнă. Çĕнĕ масара малтан сана пытараççĕ.
Ахăртнех ку сăмахсене эпĕ аслисенчен илтнĕ.
— Ку маншăн хисеп. Спаççипах уншăн ял халăхне, — пуçне сула-сула кулчĕ 90 çулхи ватă арçын. — Пурнăçăн йăли-йĕрки çапла. Мĕн тăвăн — пĕрисем çуралаççĕ, теприсем вилеççĕ. Ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан йăла вăл, ачам. Çĕнĕ масар пуçласан пĕрремĕш вилене — ялти чи ватă арçынна пытараççĕ.
— Вара эсĕ масар хуçи пулатăн-и?— пÿлсех ыйтрăм.
— Çапла пулать пуль, ачам, çапла пуль…
Шел пулин те, ял халăхĕ юлашки çулсенче пултаруллă та ĕçчен нумай çыннине ĕмĕрлĕхех Çÿлти патшалăха ăсатрĕ.
Нихăçан та пуçран тухаймĕç тарăн йĕр хăварнă аса илÿсем. Темрен те паха иртнĕ самантсем. Чăннипех те, манăн ача чухнехи ватă юлташăм, Якур тете, масар пуçлăхĕ пулчĕ. Хăй калашле, пурнăçăн йăли-йĕркине пăхăнса çĕнĕ масара малтан ăна пытарчĕç. Кашни çулах Çимĕкре, тăван ялăма пырсан, масар çине çитетĕп. Шала кĕрсен вăрман пек туйăнать унта. Çÿллĕ хырсем Якур тетен йăмрисем пекех мăнаçлăн кашласа лараççĕ. Яланхиллех, малтан масар пуçлăхне — Якур тетене пуç таятăп.
Пуçри ырă аса илÿсемпе, тинех тулли кăмăлпа тăван кил умне çитрĕм. Чăтăмсăррăн кĕтекен анне хапха умнех тухса тăнă.
— Паçăртанпах кĕтетĕп. Эсĕ çук та çук. Пуçа темĕнле шухăш та пырса кĕрет. Мĕн пулчĕ-ши? Ăçта çитрĕ-ши? Автобусĕ çĕмĕрĕлсе ларчĕ-ши? тесе, пÿртре лăпкăн лараймарăм. Апат паçăрах пиçрĕ, сивĕнет те пулĕ, — хăй пăшăрханнине пытарма тăрăшрĕ пысăк чĕреллĕ аннем. Çав тери ырă кăмăллă çын-çке вăл пирĕн. Хам та тахçанах асанне те кукамай пулнă пулсан та анне çумĕнче хама йăвари пĕчĕк чĕпĕ пек туятăп. Вăл пирĕншĕн, ачисемшĕн, вутта кĕме те, шывра путма та хатĕр. Пирĕн çирĕп чунлă, пур енчен те пултаруллă анне пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Мĕн виличчен ашшĕпе амăшне, хунямăшне пăхнă. Мăнукĕсене мĕнлерех хытă юратать тата. Паян та, картишĕнченех тутлă апат шăрши хуçаланать. Пÿртре сĕтел тулли çимĕç ларать. Тăван килте анне çумĕнче ниçта васкамалли те çук. Чунра лăпкă, чĕре канлĕ тапать. Каç пулсан, иртнĕ пурнăçа аса илтĕмĕр, пуласлăх çинчен калаçрăмăр. Анне хăйĕн хунямăшне аса илсе йĕрсе те илчĕ. Асаннене аса илсен манăн та чун пăшăрханчĕ. Пĕр хушă пÿрт шăпланчĕ. Шывланнă куçăма шăлса, кантăк витĕр таçта инçете, çÿлелле тинкертĕм. Йăпшăнса тулли уйăх тухрĕ. Тÿпере çăлтăрсем ялкăшаççĕ. Урамра вара шăп, йытă вĕрни те илтĕнмест. Шăппăн шăвать ялти пурнăç. Халăх тутлă ыйхăпа çывăрать. Ыйхă вĕçнипе вырăн çинчен тăрса кантăк умне пырса лартăм. Шухăша путса, ачалăха аса илтĕм…
…Урамра хур чĕпписене сыхласа лараттăм. Анне сассине илтсен, çара урасене чарари шывран кăлартăм та, симĕс курăка лапчăтса кил еннелле чупрăм. Пысăк йывăç хапха алăкне аран-аран уçса картишне кĕтĕм.
— Аля, асаннÿне Урня аппу патне леçсе яр-ха, — терĕ мана анне. Эпĕ нумай кĕттермерĕм. Урана пушмак, хам çине шурă çинче пăнчă-пăнчă кăвак кĕпене тăхăнтăм. Çак кĕпене питĕ юрататтăм. Ăна атте Канаш хулинчен илсе килнĕччĕ. Анне сап-сарă вăрăм çÿçе çивĕтлесе тирпейлерĕ. Кăмака умĕнче мана кĕтсе ларакан асаннене пĕр аллине туйине тыттартăм. Тепĕр аллинчен çавăтса урама тухрăмăр. Унăн куçĕсем курман, суккăрччĕ вăл.
— Асанне, асту, акă кунта шăтăк, кунта уруна ан пус, — çапла шăкăл-шăкăл калаçса çула тухрăмăр. — Çитрĕмĕр, — терĕм тахçан патвар пулнă йывăç умне çитсен. Çак çурри çĕрĕк йăмран аялти тура-чĕсенче сарă çулçăсем çеç курăнатчĕç. Ун çинче хура кураксем сиввĕн кранклатса ларатчĕç.
— Ай-ай-ай, эс пурри мĕне тăрать. Тата нумайччен пурăнатăп-ши эпĕ капла? Кансĕр вĕт, питĕ кансĕр. Сансăр, ачам, пĕр утăм та тăваймастăп, — терĕ ахлатса. Эпĕ ун чухне асанне мĕн çинчен калаçнине ăнланмарăм.
— Асанне, эпĕ ÿссе çитĕнсен, сана Урня аппа патне çеç мар, таçта-таçта инçете илсе каятăп, — терĕм. Вăл нихăçан та ял хушшипе юхса выртакан шыва та, çÿлти сар хĕвеле те, тĕнчене илем кÿрекен йывăçсене те, мĕн пур пурнăç ытарлăхне кураймасса пĕлмен. Пур пĕр ăна манăн сăмахсем килĕшрĕç пулас. Вăл мана хăй çумне тытса çупăрларĕ.
— Аля, айта-ха, алăкĕ хăш енче-ши? 
Эпĕ халиччен асаннене ÿпкелешсе кăтартман, майĕпен тайăлнă хапха алăкĕ еннелле çавăтса утрăм. Урня аппа пире кантăкран курса хирĕç тухрĕ.
— Эсир-çке-ха, епле килме пĕлтĕр. Айтăр, айтăр, кĕрĕр, — тесе алăкĕсене яриех уçрĕ.
— Ара, килте ларса та ывăнтăм кунĕпе. Юрать-ха, Аля пур. Унсăр пуçне эпĕ куçсăр çеç мар, урасăр та, алăсăр та. Ача-пăчан выляс та килет пулĕ, йăлăхтарасран та хăратăп. Итлет хăй яланах. Хăçан чĕнетĕп, çавăн чух вылянă çĕртен чупса килет. Мана тата мĕн кирлĕ ватă çынна, — терĕ асанне пылак чейне сыпа-сыпа.
…Декабрĕн сивĕ кунĕсем. Тулта çил улать, тăман вĕçтерет. Эпĕ шăннă кантăк умĕнче тăратăп. Анчах шăнса пăрланнă кантăкран нимĕн те курăнмасть. Асанне вырăн çинчен тăманнипе ун умне пырса лартăм. Нумай вăхăт иртмерĕ, пирĕн пата кÿршĕсем каçрĕç. Пурте пăшăл-пăшăл калаçаççĕ. Асаннен сасси вăйсăррăн çеç тухать. Тек тăраймарĕ юратнă асанне ура çине. Хĕрĕх çул иртрĕ çĕре кĕни.
Питĕ юрататчĕ асанне мана. Астăватăп маншăн еплерех пăшăрханса калаçнине. Ара, халăхра «хура курак та чĕппине шурккам» тесе юратнă теççĕ-ха.
— Эх, çак ача, сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă. Пирĕнни пек хитре ача ялĕпе те çук. Енчен те вăл чĕлхесĕр юлсан, пирĕнни пек телейсĕр çемье ялĕпе те пулмĕ, — тетчĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ час калаçайман. Пилĕк çула кайсан тин «анне» сăмаха калама вĕреннĕ. Хам та лайăх астăватăп. Çавăнпа та эпĕ халĕ тăвансемпе пĕрле пуçтарăнсан: — «Эсир кăшт шăпрах ларăр-ха! Эсир ача чухне те нумай калаçнă, эпĕ калаçам. Манăн калаçса план тултармалла»,— тесе час-часах шÿтлесе кулатпăр.
Пĕр ирхине кĕтÿ хăваланă сасăпа вăрантăм. Анне кăмака умĕнче вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланать. Çăвăнса пуçтарăннă хыççăн аллăма ача чухне ÿкерттернĕ фотоальбома тытрăм. Киленсе аса илсе ларнă вăхăтра,темшĕн-çке чуна уçă, канлĕ пулса кайрĕ. Куç тулли сăнсем кăмăла çĕклерĕç. Çулсем каялла кăлтăр куçрĕç.
…Анне фермăра ĕç-летчĕ, атте, шофер пулнăскер, мана час-часах хăйпе пĕрле çула илетчĕ. Каçала е пĕр-пĕр хулана çитсен яланах пылак çимĕç илсе паратчĕ. Пĕрремĕш хут Шупашкар хулине курсан, пĕчĕк чунра паянхи кунччен те ниепле те каласа ăнлантармалла мар туйăм çуралчĕ. Тыткăнларĕ шурă хуламăр мана. Кĕтнĕн туйăнчĕ. Çерем çинче юлташăмсемпе чупнă чух, Шупашкарта мĕнле кăна пылак çимĕç пуррине, еплерех кăмăлпа мухтанса каласа панине питĕ лайăх астăватăп. Паллах, кашни çын ачаранах ĕмĕтпе пурăнать. Хулана каяс ĕмĕтĕм пуçăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе ларчĕ.
— Атте, хулана кайма тата миçе çывăрмалла, — тесе тăтăшах ыйтаттăм.
— Ырантан кутна куршанак çыпăçать. Хулана часах çитеймĕн, — терĕ атте мана пĕринче.
— Эпĕ куршанак курăкĕ ăшне кĕместĕп, ахаллĕн мĕншĕн çыпăçтăр, — ăнлантарма тăрăшрăм.
Тепĕр кунне мана анне ир-ирех: — Аля, тăр, шкула каймалла, — тесе вăратрĕ. Ку сăмахсем пит кăмăла каймарĕç мана. Аттепе катаччи ярăнса çÿреме тем тесен те лайăхрах!
Йăпăр-япăр сиксе тăрса чÿречерен ун-кун пăхкаларăм. Чăтайманнипе хапха умне чупса тухрăм. Пăхатăп: атте те çук, машини те çук. Хулăн тусан çеç çĕртен тÿпенелле çĕкленсе юлнă.
— Эсĕ халĕ вăн, мĕн пысăкăш пултăн, — лăплантарма тăрăшрĕ мана анне. — Шкула каймалла.
— Анне, пысăккисем хулана каяççĕ, шкула мар, — терĕм сăмсана туртса. Ун чухне хамăн çутă пуласлăхăм, ирĕклĕ ĕмĕтĕм шкултан пуçланнине ăнланман. Йĕре-йĕре çĕнĕ шкул тумне тăхăнтăм. Кукамай шкула çити алăран çавăтса ăсатрĕ. Пĕр урам кутăн качака таки пек кăшкăрса йĕрсе утрăм. Çул çинче тĕл пулакан инкесемпе аппасем: «Хăнăхать-ха вăл, хăнăхать»,— тени халĕ те хăлхара. Шкул картишĕнче пирĕн ума йăваш та çепĕç сасăпа калаçакан илемлĕ хĕр-арăм пырса тăчĕ.
— Эпĕ сана паян ирех кĕтетĕп, — терĕ алăран тытса.
— Кĕтсен-кĕтмесен те шкула пурпĕрех килместĕп. Мана нимĕнле шкул та кирлĕ мар. Эпĕ хулана каятăп.
— Ан васка-ха, акă, класа кĕрĕпĕр. Шухăшласа пăхăпăр, — ÿкĕте кĕртме тăрăшрĕ çак хитре хĕрарăм. — Шкул вĕренмесен тата хулине те кĕртмĕç.
— Кĕртеççĕ, кĕртеççĕ. Эпир аттепе пĕрре мар кĕнĕ, — парăнас килмерĕ пулас хулана кайса курнăскерĕн.
Çав-çавах Зинаида Васильевна Зайцева /сăнÿкерчĕкре/, пĕрремĕш классене вĕрентекенскер, алăран тытса мана класа илсе кĕчĕ. Çутă та таса, пысăк та çÿллĕ класс савăнтармарĕ мана. Эпĕ хамăннех тĕврĕм.
— Манăн вĕренес килмест. Эпĕ хуланах каятăп. Унта вырăсла калаçаççĕ. Эпĕ вырăсла калаçма вĕренесшĕн. Хулара унта çăкăр вырăнне — пи- рожнăй, шыв вырăнне — лимонад, — сĕт вырăнне — мороженăй, — тăрăшсах ăнлантарма тытăнтăм вĕрентекене. Атте яланах çак çимĕçсене туянса паратчĕ те-ха!
— Эсĕ паян ан кай-ха хулана. Пирĕнпе лар çакăнта, — парта хушшине ларма сĕнчĕ Зинаида Васильевна йăл кулса, хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕнле шухăш-кăмăллă ача курнăскер. Вăл пире шкулпа паллаштарчĕ, юмах каласа пачĕ. Тĕрлĕ вăйăсем выляса шкул картишĕнче юлнă кукамай пирки те, хулана каймалли çинчен те мансах кайнă.
— Аля, ыран шкула тата кил-ха. Сансăр тунсăх класра. Эсĕ кунта пире кирлĕ. Хулине каярах ка-йăн, — терĕ вĕрентекен пуçран шăлса. Унăн пичĕ çинчи ăшă кулли паянхи кун та куç мĕнче. Пĕр-ремĕш кун шкул пурнăçĕ килĕшмерĕ пулин те, вĕрентекенĕн «мана кирлĕ» текен ăшă сăмахĕсем пĕчĕк чĕреме çемçетрĕç. Паянхи кун та çак сăмаха аса илсен, чунăма темĕнле ăшă хум пырса перĕнет. Çĕнĕ утăмсем тума хавхалантарать. Пехиллесе каланăн туйăнать. Пурăнан пурнăçра З.В.Зайцева аллине лекни маншăн пуç çине ырлăх çути çутнипе танах пулчĕ. Вăл кашни ача ырă та ăслă ÿстĕр тесе тăрăшнă. Çакна кашни вĕренекен пĕлсе тăнă. Мĕншĕн тесен, ача кăмăлĕ вăл — сисĕмлĕ. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан кашни çынах Зинаида Васильевна ятне çÿлти шайра тытса, хисеплесе чыслать. Вăл çак ялтах, хисеплĕ çемьере çуралса ÿснĕ. Учитель дипломне алла илсен тăван ялтах ĕçленĕ, çемье çавăрнă. «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă»,— тенĕ сăмахсене ятарласа уншăн каланă тейĕн. Пирĕн пурнăçра, паллах, чи кирлисенчен пĕри — чуна килĕшекен ĕç суйласа илесси. Зинаида Васильевна вара, хăйне килĕшекен ĕç кăна мар, тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чăннипех пурнăçланă. Ăçта-ăçта кăна вăй хумаçĕ пулĕ вăл вĕрентнĕ ачасем! Çакăн пек хисеплĕ вĕрентекенĕм паянхи кунччен пирĕнпе пĕрле çак çĕр çинче пурăннишĕн савăнатпăр. Унăн пархатарлă ăс-тăнне, илемлĕ сăнне, çепĕç сассине нихăçан та манас çук.
Вăхăт мĕнле тата хăш вăхăтра вĕçсе иртрĕ — сисмерĕм. Килĕшетĕп, пурнăçра çутçанталăка улшăнмалла тунă. Ăна хирĕç никам та, нимĕн те тăваймăпăр. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче вĕренсе шкулпа сывпуллашни вăтăр çул урлă каçрĕ ĕнтĕ. Питĕ шел пулин те, пирĕн вĕрентекенсем çулсерен ватăлса пыраççĕ. Вĕсене ырлăх-сывлăх сунса çапла калас килет.
— Хисеплĕ вĕрентекенсем! Эсир пире шкула юратма, вулама-çырма, ташлама-юрлама вĕ-рентрĕр. Чунăрпа нихăçан та ан ватăлăр. Эсир пурришĕн эпир савăнатпăр.
Эх, ларасчĕ халĕ парта хушшшине, калаçасчĕ. Аса илсе калаçмалли пурах ĕнтĕ пирĕн. Нумай пулмасть пĕрле выляса ÿснисене тĕл пулсан, сăнран пĕрне паллаймастăн, тепри пач улшăнман, виççĕмĕшĕ — питĕ шел, леш тĕнчене куçнă.
Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Кăçалхи çул, аслă мăнукăм Тимур, пĕрремĕш шăнкăрав сассипе, пĕр-ремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Пуçăмра çав-çавах-ха хама кукамай пĕрремĕш хут шкула ăсатни, Зинаида Васильевна ăшă кулăпа кĕтсе илни чунăмра юлчĕ, «мана кирлĕ» текен сăмахĕсем чĕрере. Тен, çавăнпа та пулĕ, Хирти Сĕнтĕр ялĕ манăн чунра мĕн ачаран чи çывăх, чи çутă туйăм хăварчĕ. Халĕ те çак яла пырса кĕме яланах хавас.
А.ДМИТРИЕВА /АЛЕКСЕЕВА/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *