Пятница, 23 февраля

Каникул усăллă ирттĕр

Каникул усăллă ирттĕр

Çурхи хĕвел кунран-кун таврана ăшăтса урама йыхăрать. Шел пулин те, хăш-пĕр ачасем хăйсене урамра мĕнле тытмаллине пĕлмеççĕ. Вĕсем машинăсем çÿрекен çул çинче выляççĕ, юраман вырăнсенче çул урлă чупса каçаççĕ, тимлĕхе çухатаççĕ. Çурхи каникул вăхăтĕнче ачасен пушă вăхăт нумайланать. Çавăнпа та район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссийĕ ашшĕ-амăшĕсене хăрушсăрлăх правилисем çинчен аса илтерет:
— ачăрсене çул-йĕр тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен аса илтерсех тăрăр, газпа тата электричество приборĕсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулма ыйтăр;
— пĕвесем çывăхĕнче асăрхануллă пулмаллине, шыв хĕрринче вылямалла маррине каласа ăнлантарăр;
— ачăрсем пушă вăхăта ăçта ирттернине пĕлсе тăрăр. 22 сехет хыççăн аслисемсĕр обществăлла вырăнсенче çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшне штраф пани çинчен асра тытса вĕсене çĕрле урама ан кăларăр;
— шĕвĕр, касакан, чышакан, хăвăрт çунма пуçлакан е сирпĕнме пултаракан япаласемпе ĕçленĕ чухне ачасене асăрхануллă пулма ыйтăр;
— машинăсем çÿрекен çул варрипе велосипедпа ярăнма юраманни çинчен асăрхаттарсах тăрăр;
— ачăрсене кунĕпе телевизор е компьютер умĕнче ан лартăр, çакă сывлăхшăн сиенлĕ пулнине асра тытăр.
Енчен те чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан çак номерсемпе шăнкăравламалла:
— пĕрлĕхлĕ диспетчер служби — 5-18-40, мобильлĕ телефонран — 112;
— пушар чаçĕ — 01, 5-13-23, мобильлĕ телефонран — 101;
— полици уйрăмĕ — 5-14-13, мобильлĕ телефонран — 102;
— газ служби — 8/83533/2-14-61, мобильлĕ телефонран — 104;
— васкавлă медицина служби — 03, мобильлĕ телефонран — 103;
— энергипе тивĕçтерекен служба — 8 /83539/ 5-15-78, Шурут ял поселенийĕнче пурăнакансемшĕн — 8 /83532/ 6-13-97.
Каникул хаваслă ирттĕр.
Л. ПУШКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *