Асăрханăр, ултавçăсем!

Ватă тата хăвăрт шанакан çынсене улталанă тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Ултавçăсем ытларах чухне мĕнле мелсемпе усă курни çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр:
1. Телефон çине шăнкăравласа хăйсемпе полици ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ. Тăвансенчен кам та пулин тĕрмене лекме пултарни /тепĕр машина çине пырса тăрăнни е çынна таптани/ çинчен каласа телефон е банкри счет çине ăна тĕрмерен хăтарма укçа ярса пама ыйтаççĕ.
2. Шăнкăравласа хăйсемпе банк ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ. Сирĕн банк картти ĕçлеме пăрахни çинчен пĕлтереççĕ. Унпа малалла усă курас тесен карттăн е унăн хуçин даннăйĕсене хăйсене пĕлтерме ыйтаççĕ. Çакăн хыççăн картта çинче пулнă укçана ним те мар хăпăтса каяççĕ.
3. Шăнкăравласа хăйсемпе мĕнле те пулин коммерци организацийĕн представителĕ тесе паллаштараççĕ, эсир хаклă парне выляса илни çинчен пĕлтереççĕ. Анчах та парнене илме унăн хакĕн 10 проценчĕ чухлĕ укçа ярса пама ыйтаççĕ.
Çине тăрсах ыйтатпăр: ултавçăсене ан ĕненĕр, хăвăрăн укçăра палламан çынсене куçарса ан парăр. Çÿлерех асăннă пек шăнкăравсем пулсан ĕненме ан васкăр, чи малтанах тăванăрсемпе канашлăр. Çакăн пек тĕслĕхсем çинчен полицие 02 /карас телефонран 020/ çийĕнчех шăнкăравласа пĕлтерĕр. Тимлĕ пулăр, ултавçăсене сирĕн укçапа пуйма ан парăр!
И.АВДЕЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *