Конкурса хутшăнар

Конкурса хутшăнар

Мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 8-мĕшĕччен «Раççейĕн вилĕмсĕр полкĕ» обществăлла юхăм «Манăн мăнасатте» конкурс ирттерет. Унта 11—18 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакансен хăйсен Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă мăнаслашшĕ çинчен информаци пуçтармалла, РФ Оборона министерствин сайчĕсем /obd-memorial.ru, podvignaroda.ru тата pamyat-naroda.ru/ çине кĕрсе мăнаслашшĕн вăрçăри çул-йĕрĕ çинчен, ăçта тата хăçан çапăçни, мĕнле наградăсене тивĕçни çинчен тупмалла, е хаçат-журнал урлă çакна тĕпчемелле. Мартăн 31-мĕшĕччен www.pravnuki-pobeditelev.ru сайта кĕрсе информацие вырнаçтармалла.
Çĕнтерÿçе «Орленок» лагере канма кайма путевка параççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *