Суббота, 20 апреля

Ветерансем яланах малта

Ветерансем яланах малта

Йĕлтĕр сырса уçă сывлăшпа киленсе малтан-мала ыткăнма мĕн тери аван. Çамрăкла çак спорт тĕсĕпе туслашнисенчен чылайăшĕ кайран та хаваспах йĕлтĕр çине тăрать. Пирĕн районта та йĕлтĕр спорчĕпе туслă ветерансем чылайăн. Вĕсем район, республика шайĕнчи ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ.
Мартăн 17-мĕшĕнче ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин «Петров SKI старт» уçă ăмăртăвĕн 8-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан та йĕлтĕр спортне кăмăллакансем хастаррăн хутшăннă, район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Николай Ятманов тата Зуфар Тимаев хăйсен ÿсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Алексей Самаркин 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Анатолий Давыдов, Владимир Калашников, Венера Арсентьева, Вячеслав Лаврушкин та ăмăртăва хастаррăн хутшăннă.
Пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсем те пьедесталăн картлашкисем çине хăпарнă. Владислав Васильев, Валерий Матвеев, Тамара Краснова — 1-мĕш, Владимир Николаев — 2-мĕш, Иван Симендеев 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
«Петров SKI старт» ăмăрту пурĕ 8 тапхăрпа иртнĕ. Пирĕн районти ветерансем кашнинчех лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çапла вара 8 тапхăрăн пĕтĕмлетнĕ кăтартăвĕсем тăрăх Зуфар Тимаев, Николай Ятманов тата Федор Ефимов 2-мĕш вырăна тухнă, Алексей Самаркин пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарнă.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *