Четверг, 12 декабря

Эпир –терроризма хирĕç

Эпир –терроризма хирĕç

«Терроризм» тата «экстремизм» сăмахсене паянхи кун çитĕннисем çеç мар, ачасем те, паллах, илтнĕ. Анчах та çак сăмахсем хыçĕнче мĕн тери пысăк хăрушлăх пытаннине ачасемпе çамрăксем, тен, ăнланмаççĕ те. Терроризмпа экстремизм мĕншĕн чи хăрушă преступленисем шутне кĕнине çамрăксене ăнлантарса парас, вĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе мартăн 12-мĕшĕнче районта ятарлă семинар-практикум иртнĕ.
Мероприятие Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен терроризмпа кĕрешекен комиссисен секретарĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, право сыхлавĕн органĕсен представителĕсем, мусульмансен Чăваш Республикинчи тĕн управленийĕн мухтасибĕсемпе имамĕсем, шкул ачисем тата çамрăксен обществăлла организацийĕсен лидерĕсем хутшăннă.
Семинар-практикума пуçтарăннисен умĕнче Чăваш Республикин терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин ĕçне тивĕçтерекен уйрăмăн ертÿçи Евгений Терешин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, мусульмансен Чăваш Республикинчи тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов, тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов тухса калаçнă.
Евгений Терешин терроризмпа кĕрешессинче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă, ял поселенийĕсенче экстремизмăн тата терроризмăн профилактикине ирттермеллине палăртнă.
Çавăн пекех терроризмпа кĕрешекен наукăпа вĕренÿ центрĕн ертÿçи, Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультечĕн деканĕ Михаил Тимофеев 9 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе ятарлă практикум ирттернĕ, экстремизмла тата терроризмла ĕçсем тăвакансене мĕнле явап тыттарни çинчен каласа ăнлантарнă.
Мероприятие хутшăнакансем сÿтсе явнă ыйтусем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Профилактика ĕçĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах çитĕнекен ăрупа çак енĕпе чылай ĕç туса ирттермелле» , — пĕтĕмлетнĕ вĕсем.
Н. МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *