Хĕвел пек ăшă кăмăллă Лариса

Хĕвел пек ăшă кăмăллă Лариса

1972 çулта Çĕнĕ Мăратри Еленăпа Геннадий Артемьевсен çемйинче хĕр пĕрчи кун çути курнă. Ăна вĕсем Лариса ят хунă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çак ялтах иртнĕ. Шкула кайма пуçласан вăл ашшĕ-амăшне килте пулăшнă, ÿсерехпе колхоз ĕçне те хутшăннă.
1988 çулта, ялти шкулта 8 класс пĕтерсен, Лариса Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унта вăл питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Диплом илсен каялла тăван яла таврăннă. 1992 çулта Çĕнĕ Мăрат больницин амбулаторийĕнче фельдшерта ĕçлеме пикеннĕ. Пĕрре те ÿркенсе тăман, категорине ÿстерсех пынă, пĕлĕвне малалла тарăнлатма тăрăшнă.
Вăхăт çитсен Вутлан каччипе Николай Зверевпа çемье çавăрнă. Виçĕ хĕр пĕрчи çут тĕнчене парнеленĕ вĕсем, ăс парса ÿстернĕ, вĕрентсе кăларнă. Катя хĕрĕ амăшĕ пекех медицинăна суйласа илнĕ, анестезиолог-реаниматолога вĕренет. Вăл кăçал ординатура пĕтерет. Ирина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта пĕр банкра вăй хурать. Ольга та çак вĕренÿ учрежденийĕнчех выльăх тухтăрне вĕренет. Мăшăрĕ Николай вахта майĕпе çурçĕрте водительте ĕçлет.
Пĕрремĕш категориллĕ медсестра Лариса Геннадьевна 27 çул пĕр вырăнта — Çĕнĕ Мăратри çемье офисĕнче вăй хурать. «Хам суйланă ĕçе чунтан юратса туни мана пурнăçпа тан утса пыма, пĕрле ĕçлекенсемпе, пирĕн пата сипленме килекенсемпе пĕр чĕлхе тупма питĕ пулăшать», — тет вăл.
Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăллă, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек хитре саслă Ларисăна эпир, Çĕнĕ Мăрат çыннисем тата таврари ялсенче пурăнакансем, уçă кăмăллă пулнăшăн, пурне те пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул, çемьере килĕшÿ, юрату сунатпăр. Тавтапуç сана, хисеплĕ çыннăмăр.
Л.КОЧЕДЫКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *