Çĕр çинче кашни çыннăн çуралнă çĕршывĕ, тăван ялĕ, ашшĕ-амăшĕн килĕ пур. Çавсем пуррипе çын телейлĕ те. Кирек ăçта пулсан та, хамăра сĕткен парса ÿстернĕ, вăй-халлă тунă, мăшăр çунат хушса вĕçтерсе кăларса янă тараватлă çĕре манса кайма çук.
Тăван çĕршыв, тăван ял, тăван кил… Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кирек ăçта пурăнсан та хăй çуралса ÿснĕ вырăна никам та асран кăлармасть. Тăван атте-анне килĕнчен темиçе çул каяллах çунат хушса вĕçсе тухса кайнă пулсан та, тăван кил нихăçан та асран тухмасть.
Кил ăшши — атте-анне. Атте-анне ăшши — манăн чун ăшши. Хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелерĕç. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿсрĕмĕр. Паянхи кун Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче тымар ярса пурăнатăп пулин те, ÿссе çитĕннĕ ял, тăван кил асрах.
Пирĕн анне, Нина Сергеевна Быкова ?Артемьева/ 1940 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăнах тăван колхозра фермăра ĕçлеме пуçланă. 22 çул тултарсан вăр-вар та правур, тăрăшуллă та харсăр хĕре пĕр ял каччи Иван Быков мăшăр пулма ыйтать. 1962 çулта чаплă туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăк мăшăр Оренбург облаçĕнчи Троицки районне тухса каять. Нина хăнăхнă йăлапа фермăна ĕçлеме вырнаçать, Иван, ĕçрен хăраман каччă, трактористра ĕçлеме пикенет. Аякри пурнăç тем пек лайăх пулсан та, кил — килех. Шалти ту-йăм виçĕ ачана кун çути парнеленĕ çемьене тăван енех туртать. 1968 çулта вĕсем тăван яла таврăнаççĕ. Быковсен çемйи çултан-çул ача сассипе тулать: Юля, Ваня, Вова, Сергей, Лена, Ира, Галя, Оля, Наташа, Таня. Вĕсем аттепе аннешĕн пурнăç илемĕ пулса тăраççĕ. Юратнă 10 ачине тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас тесе атте-анне ырми-канми тăрăшать.
Анне ачисене çĕтĕк çÿретес мар тесе çĕрĕ-çĕрĕпе ларса сахал мар алсиш-нуски çыхать, çĕвĕ çĕлет, тĕрĕ тĕрлет… Асрах-ха, эпир тăнă çĕре сĕтел çинче кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăр, каланка çинче пиçнĕ яшка тутлă шăршă кăларса сăмсана кăтăклани. Кукăль, кĕсел, пÿремеч, икерчĕ, капăртма, пашалу пĕçерсе çитерни нихăçан та асран тухас çук. Пысăк çемье тăрантнипе çеç мар, колхоз валли те килте çăкăр пĕçерсе паратчĕ анне.
Пире, ачисене, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерчĕç аттепе анне. Колхоз уйĕнче çулсеренех пахча çимĕç пайĕсем илнĕ. Ачисем нумай пулнăран пайне те нумайрах парса хăваратчĕç… Хамăрăн пая çумласа пĕтерсен çынсене пулăшма чупаттăмăр. «Çынна пулăшнипе аллăрсем хуçăлса ÿкмеççĕ», — тетчĕ анне.
Атте мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактор рульне алран ямарĕ. Йĕтем патĕнче те тракторпа тырă турттарчĕ. Пысăк çемьене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе выльăх-чĕрлĕх нумай усратчĕç: икĕ ĕне, пăрусем, сыснасем, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп… Халь те асрах-ха, эпир хур чĕппи пăхнă чухне атте тракторпа çулпа иртсе кайнă чух яланах чарăнса канфет-печени парса хăварни.
Пирĕн аннене «Ача амăшĕ- героиня» медаль парса чысланă. Ĕçре хастар пулнăшăн Хисеп грамотисем те илме тивĕçлĕ пулнă вăл.
Анне яланах ăшпиллĕ те ырă чунлă пулнипе, ватта сума сунипе палăрса тăрать. Килнĕ хăнана сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр нихăçан та кăларса ямасть. Килте яланах пÿрт тулли хăна пуçтарăнать. Пирĕн анне юрра-ташша та питĕ ăста. Астăватăп-ха, эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн пата «Уяв» ансамбль ертÿçи Зинаида Васильевна Козлова ĕлĕкхи хăна юррисене çырса илме те пынăччĕ.
Быковсен 10 ачи те çемьеллĕ, пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă: кам медицина сферинче вăй хурать, кам культура ĕçĕнче талпăнса ĕçлет, кам сутуçăра тимлет. Мускав çыннисем метропа туллин усă курччăр тесе тăрăшаканни те пур, тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерекенсем те, шоферпа тракторист та. Аттепе аннен 26 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнук! Кăçал атте — 80 çул, анне 79 çул тултарать. Эпир вĕсене çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламласа тĕнчери мĕн пур ырлăха, нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунăрпа çамрăк пулăр, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнмалла пултăр. Эсир, аттепе анне, пире, 10 пĕртăвана, чунăр-чĕрĕрти мĕн пур ырăлăха, ăшăлăхăра парса, юратса, лăпкаса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăр. Çакăншăн Турă сире вăй-хал патăр, эпир сирĕн умăрта, хисеплĕ çыннăмăрсем, ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Малашне те ачăрсен, мăнукăрсен пархатарне курмалла пултăр. Ĕмĕр сукмакĕ сирĕн яланах таса та çутă пултăр. Сĕтелĕр çăкăр-тăвартан, кĕрекĕр тус-тăванран ан татăлтăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Эсир пурришĕн Турра тав тăватпăр.
Г.ФЕДОРОВА.
Кĕçĕн Шăхаль ялĕ.
Елчĕк районĕ.