Кăтартусемпе палăрнă

Кăтартусемпе палăрнă

Çак кунсенче Красноармейски районĕнче спорт ветеранĕсем йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăртнă. Унта пирĕн районти Николай Ятманов 5 çухрăмлă дистанцире финиша — 1-мĕш, Алексей Самаркин 3-мĕш çитнĕ. Зуфар Тимаев 10 çухрăма йĕлтĕрпе чупса 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Тамара Краснова 5 çухрăмлă дистанцире абсолютлă чемпионка пулса тăнă. 10 çухрăма чупассипе Владислав Васильева /Тĕвенеш/ çитекен пулман. Вĕсем ăмăртăвăн тĕп парнине тивĕçнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code