Шăпа… Кашнин вăл тĕрлĕрен. Пĕрисен пурнăçĕ пыл та çу иртет, теприсен вара ĕмĕр тăршшĕнче нушине чылай чăтма тивет. Тертне нумай курнă пулсан та шăпана пурнăçри савăк самантсемшĕн, паянхи куншăн, ача-пăчаллă, пÿрт тулли мăнуклă тунăшăн тав тăвать Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Евгения Константинова.
Евкен 4 çулта чухнех амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Ашшĕ тепре авлансан нумай та пурăнман, вăрçа тухса кайнă. Каялла тăван яла таврăнма ăна Турă пÿрмен. Евкенĕн йăмăкĕ чире пула пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Çапла вара хĕрача хăр-тăлăххăн юлнă, тăван мар амăшĕпе çитĕннĕ.
Çулĕ çитсен ялти шкулта ăс пухма пуçланă вăл, 7 класс унта вĕреннĕ. 1952 çулта фермăна ĕçе кĕнĕ, çамрăк хĕре пăрусем пăхма шаннă. «62 пăрăва пĕччен пăхаттăмччĕ. Колхоз председателĕ Федор Игнатьевич: «Ах, Евкен, мĕнле пăхса ĕлкĕрен», — тетчĕ. Пĕр çулхине кĕркунне тăрăшса ĕçленине кура вăл 400 тенкĕ укçапа пĕр пăру парса хавхалантарчĕ», — аса илет Евкен аппа.
Çамрăк хĕр ĕçчен те маттур пулнине кура ăна сĕт пуçтараканра ĕçлеме шаннă. Унăн фермăн тата ял çыннисен сĕтне пуçтарса ăна сĕт-çу заводне кайса леçмелле пулнă. Малтанхи вăхăтра лашапа çула тухнă. «Кашни кун сĕт флягисене йăта-йăта нушаланнă. Колхоз Йăлмахвапа пĕрлешсен 60 ытла фляга пулатчĕ. Çавсене трактор çине тиесе леçмеллеччĕ. Ĕçĕ йывăр пулнă ĕнтĕ», — сÿтет малалла аса илÿ çăмхине кинемей.
Вăл 1963 çулта Турхан каччипе Ваçинккапа пĕр çемье çавăрнă. Умлăн-хыçлăн çемьене икĕ «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Анчах çемье телейĕпе чылай савăнса пурăнма шăпи пÿрмен вĕсене. Кĕçĕн хĕрĕ 2 уйăхра чухне Евкенĕн мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ. Малтанлăха вăл хĕрĕсемпе пăянамăшсем патĕнче пурăннă. Кайран вара мăшăрĕн шăллĕ авланма шут тытсан, йыш хушăннине кура, уйрăлса тухма тивнĕ. 1974 çулта çурт лартма вăй çитернĕ.
Фермăри тата ял çыннисенчен пуçтарнă сĕте малтанхи вăхăтра Хирти Сĕнтĕре леçнĕ, кайран — Комсомольскине. Канаша илсе кайнисем те пулнă. «Пĕррехинче сĕте Тăвая леçме хушрĕç. Унта çитсе лартăмăр, кĕтетпĕр-кĕтетпĕр — хăйсен ялĕсенчисенне йышăнаççĕ, пирĕнне йышăнмаççĕ. Чылай вăхăт ларсан сĕте вырнаçтармасăрах каялла таврăнма тиврĕ», — каласа парать пулни-иртнине Евкен аппа. Пĕр пуçласан асаилÿ çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет вăл. Кинемей те асра тарăн йĕр хăварнă чылай саманта куççульпе аса илчĕ. Акă, сăмахран, пĕррехинче лашапа сĕт леçнĕ чухне вĕсен тулли лавĕ çине машина пырса кĕнĕ. Евкен аппа лав çинчен ÿксе чĕрĕ юлнă. Унпа пĕрле ларса пынă тепĕр хĕрарăмăн вара пурнăçĕ татăлнă.
Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне кура Евгения Кирилловнăна пĕрре мар Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ята панă. Унăн «Ĕçри паттăрлăхшăн» В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ те пур.
Халĕ Евкен аппан 9 мăнук тата 9 мăнмăнук. «Мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе савăнса пурăнатăп. Вĕсем телейлĕ пулччăр, тулăх пурнăçпа пурăнччăр тесе Турăран ыйтатăп. Ман пек тăлăхсем пирĕн йăхра урăх ан пулччăр тесе кашни кун кĕл тăватăп», — тет кинемей калаçăва вĕçлесе.
Н. КАЛАШНИКОВА.