Четверг, 25 апреля

Ултавран сыхланăр

Пирĕн хушăра çынна ытлашши шанакансем сахал мар. Шăнман пăр çине лартса янă тĕслĕхсем çинчен час-часах пĕлтеретпĕр, хаçатра çыратпăр пулин те, ултав серепине çакланакансем пирĕн районта пур-ха.
Акă, нумаях пулмасть Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан пĕр хĕрарăм ултавçăсене шанса укçасăр тăрса юлнă. Унăн кÿрши «Авито» сайтра ĕне сутни çинчен пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Ун хыççăн ултавçă ăна шăнкăравласа ĕнешĕн 55 пин тенкĕ укçа ярса пама банк карттин реквизичĕсене ыйтнă. Ĕнене вара темиçе кунран пырса илме шантарнă. Хĕрарăм пĕр палламан çын ĕнене курмасăрах мĕнле укçа куçарса пама пултарни çинчен шухăшласа тăман, кÿршинчен банк карттин даннăйĕсене ыйтнă, пĕлтерме васканă. Çакăн хыççăн Пушкăрт Республикинчен шăнкăравланă ултавçă хĕрарăмăн картти çинче пулнă 5 пин тенкĕ укçана урăх счет çине куçарнă.
Хĕрарăмсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çакăн пек тĕслĕхсем çинчен пĕрре мар илтнĕ, хаçатра та, полици уйрăмĕн сайчĕ çинче те вуланă, магазинсенче çакăнса тăракан асăрхаттарусем çинче те курнă. Апла пулин те, шăнкăравлакан укçа куçарса парас тенине илтсенех тимлĕхе çухатнă, ултав серепине çакланнă.
Аса илтеретпĕр: телефон урлă улталакансем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Вĕсене кĕскен пăхса тухар-ха:
1. Тăван аварие лекни çинчен пĕлтереççĕ. Полици ĕçченĕпе ыйтăва татса пама укçа ыйтаççĕ.
2. Вăрăм номертен шăнкăравлаççĕ. Хирĕç шăнкăравлани вара ытлашши хака ларать, мĕншĕн тесен çакăн пек номерсем çине шăнкăравлани тÿлевсĕр мар.
3. «Анне, эпĕ инкеке лекрĕм! Çак номер çине укçа хурса пар-ха. Кайран веçех ăнлантаратăп» тесе çырнă СМС-çырусем яраççĕ. Е чирлĕ ачана пулăшма ыйтса СМС-çыру килет. Çакна тума хирĕç мар пулсан çырура кăтартнă телефонпа шăнкăравламалла. Анчах шăнкăравланă хыççăн телефон çинчен пысăк суммăна илсе каяççĕ.
4. Шăнкăравласа хăйсене мобильлĕ çыхăнăвăн операторĕ тесе паллаштараççĕ, çыхăнăвăн пахалăхне ÿстерме тесе телефон çине код ярса параççĕ, ăна пĕлтерме ыйтаççĕ. Çакна тусан сирĕн банк картти çинчи укçа ултавçăн счечĕ çине куçать.
5. «Авито» сайт урлă туяннă чухне укçана картта çине куçарса пама сĕнеççĕ, кайран укçа темшĕн куçманнипе сăлтавласа карттăн счетне тата пин-кодне калама ыйтаççĕ.
6. «Сирĕн картта ĕçне чарса лартнă, çак номерпе шăнкăравлăр» тесе СМС-çыру яраççĕ. Кун пек чухне СМС-çырури номерпе шăнкăравламалла мар, банка çитсе унти операторсенчен картта ĕçленипе-ĕçлеменнине ыйтса пĕлмелле.
Район çыннисене тепĕр хут аса илтеретпĕр: яланах тимлĕ пулăр, хăвăра шăнман пăр çине лартса яма ан парăр.

Э. БИККУЛОВ,
следователь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *