Пятница, 19 апреля

Паспорт илчĕç

Паспорт илчĕç

Районăн 80 çулхи юбилейĕ тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе районти ЗАГС уйрăмĕн, тĕп библиотекăн ĕçченĕсем февралĕн 22-мĕшĕнче 14 çул тултарнă граждансене, ашшĕ-амăшĕсене савăнăçлă мероприятие пуçтарчĕç. Çак кун шкул ачисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов паспортсем парса чысларĕ. Рим Хасизов, Раиль Хайртдинов, Динара Лазарева пурнăçĕнчи чи паллă документа — паспорта — алла илчĕç. Çак ятпа вĕсене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, тĕп библиотека заведующийĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова саламларĕç, пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *