Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕсем çинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа Йăлмахва ял библиотекинче нумаях пулмасть хăюлăх урокĕ иртрĕ. Унта çапăçусене хутшăннă ветеран, сержант Олег Абусев тата 1978—1979 çулсенче Афганистанра службăра тăнă Николай Алякин хутшăнчĕç. Çавăн пекех тĕлпулăва тĕрлĕ çулсенче çар ретĕнче тăнă арçынсемпе шкул ачисем те пуçтарăнчĕç.
Мероприятие ертсе пыракансем — Руфина Смирновăпа Альбина Ефремова Афган вăрçи çинчен кĕскен каласа пачĕç, Кайнлăк ял тăрăхĕнчен тухнă интернационалист-салтаксемпе паллаштарчĕç.
Олег Сергеевич пуçтарăннисене Афганистан, унта пурăнакансем, хаяр çапăçусем çинчен, хăй мĕншĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçни çинчен каласа пачĕ. Н. Алякин та Афганистан Республикипе çыхăннă аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ çулсенче çĕршыва хÿтĕленĕ арçынсем те салтак пурнăçĕ çинчен аса илчĕç, ачасене Тăван çĕршыва юратмалли, спортпа туслашмалли, çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалли çинчен каларĕç. Вĕсем çавăн пекех хамăрăн çĕршывăн историне, хамăрăн паттăрсене пĕлмеллине, вĕсене асра тытмаллине палăртрĕç. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, службăри чи асра юлнă самантсем çинчен каласа пама ыйтрĕç.
Мероприятие хутшăнма кăмăл тунисене Кайнлăк ял администрацийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин саламларĕ, культура тытăмĕн ĕçченĕсем юрăсемпе савăнтарчĕç, ачасем сăвăсем каларĕç. Юлашкинчен пурте А.Агафоновпа В.Васильев çырнă «По приказу Родины — по зову долга» кĕнекепе паллашрĕç. Ăна пирĕн районти интернационалист-салтаксене халалланă.
А. ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.