Понедельник, Июнь 17

Уяв кунĕнче ăмăртусенче тупăшнă, сывлăха çирĕплетнĕ

Уяв кунĕнче ăмăртусенче тупăшнă, сывлăха çирĕплетнĕ

Февралĕн 23-мĕшĕнче Раççей çыннисем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă турĕç. Уяв ячĕпе республикăра, районти ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Уйрăмах спорт ăмăртăвĕсем чылай пулчĕç. ÿЧи малтанах вара февралĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи В.Ярды ячĕпе хисепленекен Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче пирĕн ентеш, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Ильин вице-адмирал ячĕпе волейбол турнирĕ иртнĕ. Турнира кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Унта ялти шкул ачисен командисем вăй виçнĕ. Волейбол турнирне уçнă çĕре РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, Владислав Ильин вице-адмирал, Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Вĕсем спортсменсене ăнăçу суннă. Волейбол тупăшăвне Йĕпреç, Канаш, Çĕрпÿ, Комсомольски, Шупашкар, Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Елчĕк районĕсен командисем хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Шупашкар районĕн команди çĕнтернĕ, Комсомольскисем — 2-мĕш, Патăрьелсем — 3-мĕш пулнă.
Февралĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче А.П.Егорцев парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен марафонĕ иртнĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсем хутшăнса çĕнтерĕве тивĕçнĕ. 30 километрлă дистанцие чи малтан Зуфар Тимаев парăнтарнă. Николай Ятманов — иккĕмĕш, Алексей Самаркин финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче те арçынсем Г.Гибатдинов ячĕпе ирттерекен волейбол турнирĕнче тупăшнă.
Февралĕн 22-мĕшĕнче Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн спортзалĕнче те волейболла выляма юратакансем пухăннă. Кунта кăçалхипе 30-мĕш хут Виктор Тумаков афганец ячĕпе турнир йĕркеленĕ. Хĕрÿ тупăшăва Шурут, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли шкулĕсен командисем хутшăннă. Чи маттур вылякансем Шурутсем пулнă, унтан — Тăманлă Выçлисем, Çĕнĕ Мăратсем — 3-мĕш.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче Чечен вăрçинче пуçне хунă Иван Быкова асăнса февралĕн 22-мĕшĕнче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл 20-мĕш хут пулнă. 16 команда мала тухассишĕн тупăшнă. Хĕрÿ тупăшура хуçасем — «Гигант» команда — çĕнтернĕ. «Дружба» команда /Элпуç/, — иккĕмĕш, «Гигант-2» виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Шкул ачисем хушшинче Анат Ти-мĕрчкассисем мала тухнă, Хирти Сĕнтĕрсем иккĕмĕш вырăнта, Нĕркеçсем виççĕмĕш пулнă. 40 çултан иртнĕ футболистсенчен Хирти Ĕнелсем ăсталăхпа палăрнă, Янкассисем — иккĕмĕш. Çĕнте-рÿçĕсене куçса çÿрекен кубокпа тата парнесемпе чысланă. Çавăн пекех «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Алексей Светлов тивĕçнĕ. «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» — Алексей Абуков, «Чи лайăх хапхаçă» — Николай Степанов пулнă.
Февралĕн 23-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕрте пурăнакан хĕрсемпе хĕрарăмсем коньки çине тăрса хоккейла вылянă. «Сундырь» тата «Инели» команда тупăшăва тухнă. Надежда Голландцева, Ольга Прокопьева, Валентина Тихонова гол кĕртсе палăрнă. Хĕрарăмсем хушшинчи хоккей вăййине иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Курма килекенсем вара кăçал вĕсем лайăхрах вылянине палăртаççĕ. «Ăсталăха çулран çул ÿстерме май пур. Тăтăшах конькипе ярăнса киленетпĕр, ачасемпе пĕрле хоккейла вылятпăр», — теççĕ маттур хĕрсем.
Ытти ял тăрăхĕсенче те уяв ячĕпе меропрятисем иртнĕ. Арçынсем тĕрлĕ ăмăртусенче, конкурссенче вăй виçнĕ. Йĕлтĕрпе ярăнса, хоккейла выляса тупăшнă. Каннă май вăхăта усăллă ирттерме те пĕлмелле.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code