Вторник, 8 октября

Çур ĕмĕр алла-аллăн

Çур ĕмĕр алла-аллăн

«Çÿпçипе хупăлчи» тесе калас килет Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Агафоновсем пирки. Мария Илларионовнăпа Василий Васильевич 50 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, çур сăмахран пĕр-пĕрне ăнланса пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ. 50 çул _ çур ĕмĕр… Çак хушăра çемье пурнăçĕнче хури-шурри чылай пулнă, аса илмеллисем те пайтах. Паян хаçат вулаканĕсене вĕлле хурчĕ пек ĕçчен те тăрăшуллă, лара-тăра пĕлмен мăшăрпа çывăхрах паллаштарар-ха.
Мария Илларионовнăпа Василий Васильевич иккĕшĕ те Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕр ялта пурăнакансем мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕрне палланă, пĕр шкула çÿренĕ, пĕлÿ илнĕ. Васили çураличчен пĕр уйăх маларах ашшĕ вăрçăра пуçне хуни çинчен калакан хут килнĕ. Çавăнпа та тин çуралнă пепкене ашшĕне чысласа ун ятне хунă. Çураличченех çурма тăлăха юлнă ачан кун-çулĕ çăмăл пулман, вăл мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмалла маррине пĕлсе ÿснĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн каччă финанс инспекторĕнче ĕçлеме пуçланă, 1964 çулта çар ретне тăнă. 3 çул «салтак пăтти» çинĕ çамрăк таврăнсанах собеса аслă бухгалтера ĕçлеме кĕнĕ.
Мария 8 ачаллă çемьери иккĕмĕш ача пулнă. Вăл мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă: йăмăк-шăллĕсене пăхнă, пахчари, кил-картишĕнчи ĕçсене тума пулăшнă, ÿсерехпе колхоз ĕçне хутшăннă. Шкул хыççăн тăрăшуллă хĕр Комсомольскинчи çăкăр пĕçерекен заводра технологра ĕçлеме пуçланă.
Икĕ аллинче ĕç вĕресе тăракан илĕртÿллĕ çамрăк хĕре савмасăр епле чăтайăн? Тин çеç салтакран килнĕ Васили пĕр ял хĕрне куç хывнă, нумай шухăшламасăр качча тухма ыйтнă. Çывăх вăхăтрах телейлĕ мăшăр яла кĕрлеттерсе туй тунă.
Часах Василий Васильевича Инçет Хĕвелтухăçне службăна чĕнсе илнĕ. Мăшăрĕ те, паллах, пĕр шухăшласа тăмасăрах аякри çула пуçтарăннă, Хабаровск крайĕнчи Еврей автономи облаçĕнчи Ленин райповĕнче ĕçлеме пуçланă. «Чăваш — ĕçчен халăх, нихăçан та алă усса лармасть. Таçта çитсен те эпир хамăра валли ĕç тупатпăр çав», — палăртать Мария Илларионовна. Çамрăк мăшăр аякри çĕрте чăваш ятне çÿлте тытнă. Василий Васильевича лайăх службăшăн чаплă сехет, тĕрлĕ грамотăсем парса хавхалантарнă, мăшăрне те ĕçри тăрăшулăхшăн чысланă.
Тăван ен яланлăхах чун-чĕрешĕн çывăх, хăйĕн патнех туртать çав. Икĕ çултан Агафоновсем тăван яла таврăннă, кил-çурт çавăрнă, ача-пăча çуратнă. Василий Васильевич «Красный Октябрь» колхозра, унтан, колхозсем уйрăлнă хыççăн, «Культура» колхозра тĕп бухгалтерта вăй хунă. Мария Илларионовна малтан райпон çăкăр заводне ĕçе кĕнĕ, унтан Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнчи буфетра ĕçлеме пуçланă. Пурĕ вăл райпо тытăмĕнче 30 çул тăрăшнă, «Совет потребкооперацийĕн отличникĕ» ята, чылай диплом-грамотăна тивĕçнĕ.
Василий Васильевичăн та ĕç стажĕ пысăк — 36 çул. Ăна тăрăшулăхне кура КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн грамотипе, «Вунпĕрмĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ» паллăпа тата ытти нумай Хисеп хучĕпе чысланă. Агафоновсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
Мария Илларионовнăн II степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕ те пур. Ăна вăл 5 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тивĕçнĕ. «Ялти председатель арăмĕ мана: «Пĕр-ик ача мĕн вăл, 5 çуратмалла, пулăшакансем пулччăр!» — тесе каланăччĕ. Те çавна асра тытса, те пурнăçне кура, 5 ачана кун çути парнелерĕмĕр. Ÿстерме йывăр пулнă ĕнтĕ. Хамăр ялан ĕçре, юрать, аннесем пулăшнă, çавсене пысăк тав», — тет Мария Илларионовна. Ачисем, мăнукĕсем Агафоновсен килсех çÿреççĕ, пĕтĕм ĕçе туса тăраççĕ. Çĕрулми лартмалла-и, пахча çумламалла-и, килте юсав ĕçĕсем ирттермелле-и — вĕсем пĕрле пуçтарăнса килсе пур ĕçе те вăшт-вашт çеç пурнăçлаççĕ. Василий Васильевичпа Мария Илларионовна хăйсем те ахаль ларасшăн мар: чăх-чĕп, хур усраççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.
Çур ĕмĕр пĕрле пурăнаканскерсенчен çемье телейĕ мĕнрине ыйтмасăр чăтаймарăм. «Пĕр-пĕрне итлесе, пулăшса, хисеплесе пурăнмалла, усал сăмахпа кÿрентермелле мар. Çемьере кашăк-тирĕк шăкăртатасси те пулать ĕнтĕ вăл, унсăрăн мар. Апла пулин те кÿренĕве шала ямалла мар, пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле», — терĕç Агафоновсем. Килне кура кинĕ, теççĕ те, Агафоновсен кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те питĕ маттур, ĕçчен. «Кинсемпе кĕрÿсем пире питĕ хисеплеççĕ. Пĕр сивĕ сăмах каласа та, сиввĕн пăхса та курман вĕсем. Малашне те килĕштерсе пурăнар, Турă çеç сывлăх патăр», — вĕçлет калаçăвне туслă мăшăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *