Воскресенье, 21 апреля

Тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарать

Тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарать

Февралĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра «Единая Россия» партин Председателĕн Д.А.Медведевăн Чăваш Республикинчи регионаллă обществăлла приемнăйĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераллă центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ. Çавăн пекех йышăнăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Людмила Макарова хутшăнчĕç.
Район çыннисене тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарать: ялсенче çулсене йĕркене кĕртесси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, ялта ĕçленишĕн хушса паракан пенси кама тивĕçнипе тивĕçменни, строительство, хытă каяш турттарса тухасси, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем чылай пулчĕç, медицина енĕпе консультаци илекенсем те йышлăн килчĕç.
Николай Станиславович кашни пынă çынна тимлĕн итлерĕ, çийĕнчех татса пама пулакан ыйтусем çине тÿрех хурав пачĕ, ыттисене вара çывăх вăхăтрах пăхса тухма шантарчĕ.
Йышăну кунĕ ирттернин витĕмĕ пысăккине кашниех палăртса хăварчĕ. Йышăнăва килнисем /вĕсем 24 çын/ ыйтусене уçăмлатма пулăшакансене тав турĕç. «Пĕр-пĕринпе куçа-куçăн курса калаçни аван», — терĕç ял çыннисем.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *