Воскресенье, 26 мая

Сочире инвестици форумĕ

Сочире инвестици форумĕ

Февралĕн 13—15-мĕшĕсенче Сочире Олимп паркĕнче Пĕтĕм тĕнчери Раççей инвестици форумĕ иртет. Унта Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнать.
Форум ĕçне Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пырать.
Программăпа килĕшÿллĕн, тĕрлĕ темăсемпе уçă калаçусем пулĕç, Раççейри ĕç климачĕ, çитĕнÿ патне ăнтăлмалли çул-йĕрсем, регионсенчи политика, тĕрлĕ чĕнÿсене йышăнса хуравласси тата ытти те. Куравсем, ĕçлĕ тĕлпулусем, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетес ыйтусем те кун йĕркинчех. Апла пулсан, сахал мар пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра канашлĕç, усăллă сĕнÿсем илсе килĕç, паха ĕç опычĕсен витĕмлĕхне туйĕç.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Талант и успех» Вĕренÿ фончĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Документа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата фонд ертÿçи Елена Шмелева алă пуснă. Килĕшĕве тĕпе хурса, пултаруллă ачасене тупса палăртма, вĕсене тĕрев пама, наукăпа, спорт, культура пайĕсемпе çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме витĕм кÿресси те паллă.
РИФ-2019 Сочире пулакан анлă мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Кабардин-Балкар Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Козбек Коков Килĕшÿ хутне алă пусса çирĕплетнĕ, икĕ регион хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва сарассине палăртнă, суту-илÿпе, экономика, наукăпа техника, социаллă сферăпа культура пайĕнче пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыма калаçса килĕшнĕ. Мĕн пур ыйтусемпе 2019—2024 çулсенче тĕллевлĕн ĕçлемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *