Вторник, 10 декабря

Паттăрлăх урокĕ пулчĕ

Паттăрлăх урокĕ пулчĕ

Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа паян 30 çул çитрĕ. Вунă çула яхăн пынă вăрçă 15 пин ытла совет çыннин пурнăçне татнă. Афганистанра Чăваш Енри 6 пин çамрăк хĕсметре пулнă. 111 çын аякри çĕршывра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, 3-шĕ вара хыпарсăр çухалнă.
Чи йывăр самантсенче, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă вăхăтсенче те пĕр çемьери пек пулнă салтаксем. Вăрçă вутĕнчен тухайманнисем вара ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕç. Вĕсен ячĕпе Александровка ялне кĕрсенех мемориал комплексĕ йĕркеленĕ. Малтанах Афган вăрçинче пуç хунисене çапла чыс тума çак ялта пурăннă Николай Игонин шухăш тытнă /Николай Федоровичăн ывăлĕ те 1982—1984 çулсенче Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă/. 1996 çулта ытти салтак-интернационалистсене явăçтарса палăк лартнă. Каярах Афган вăрçинчен таврăнайман чăваш салта-кĕсен шучĕпе 111 улмуççи лартса сад чĕртнĕ. 20 çулта йывăçсем самай патварланнă, çулсерен çимĕçне те параççĕ. Çак вырăна тирпейлесех тăраççĕ Афган вăрçин ветеранĕсем.
Малтанхи кăтартусемпе Каçал тăрăхĕн 227 маттур ывăлĕ çар тивĕçне Афган çĕрĕнче пурнăçланă. Каярах, Комсомольски районĕнчи пуçаруллă çынсем «По приказу Родины — по зову долга» кĕнеке валли материалсем пухнă хушăра, хăш-пĕр Каçал ачине Шупашкартан, ытти регионтан çар ретне илни паллă пулнă.
Çапла майпа пирĕн районта çуралса ÿснĕ 260 çын Афганистанра службăра тăнă иккен. 5-шĕ паттăррăн пуçне хунă. Вăрçă суранĕ пирчемест пулĕ çав… Паян районта 80 ветеран çеç юлнă.
Чăваш Енри тĕрлĕ район-хулара, республика тулашĕнче тĕпленнисем те пур. Çулсеренех нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче тĕл пулса асăну вырăнне чĕрĕ чечексем хураççĕ вĕсем. Паттăррăн пу-çĕсене хунă юлташĕсен ячĕпе тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттересси те йăлара. Кăçалхипе 30-мĕш çул Тăманлă Выçли ялĕнче волейболла, Хирти Явăшра футболла выляса тупăшĕç.
Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ май, интернационалист-салтаксем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи кадетсемпе тĕл пулчĕç. Çамрăклах вăрçă вутне кĕнисем çав тапхăра хумханса аса илчĕç. Ăçта службăра тăнине, мĕнле операцисене хутшăннине, хăш наградăна мĕншĕн тивĕçнине каласа пачĕç. Ачасен те ыйтса пĕлмелли чылай пулчĕ. Кирек епле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă салтаксем хальхинче те тĕлпулăва хатĕрленсе килнĕ. Пурнăçĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă вăхăт пирки гитарăпа юрăсем юрларĕç, чуна пырса тивекен сăвăсем вуларĕç, ачасене çар альбомĕсене кăтартрĕç.
Уяв умĕн çакнашкал паттăрлăх урокĕ ирттерни кадетсемшĕн тем пек паха пулчĕ. Каçал тăрăхĕн маттур ывăлĕсемпе малашне те тĕл пулсах тăма калаçса татăлчĕç вĕсем.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *