Шкул çулне çитсе пыракан ачасемшĕн музейсенче пулса курни питĕ усăллă. Çакă ачасен тавракурăмне, илемлĕх туйăмне анлăлатать, пĕлес туртăма вăйлăлатать. Унсăр пуçне ачасем хăйсене музейре мĕнле тытмаллине те вĕренеççĕ.
Комсомольскинчи халăх музейĕн ĕçченĕсем шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Час-часах ачасем музее экскурсие çитеççĕ. Экскурси вăхăтĕнче вĕсем çутçанталăкри пулăмсемпе, чĕрчунсемпе паллашаççĕ, хăйсем валли чылай çĕнни пĕлеççĕ, тăван тавралăха, тăван киле юратма вĕренеççĕ, халăхăн историйĕпе тата культурипе интересленеççĕ.
Нумаях пулмасть эпир «Колосок» садикри «Колокольчики» ушкăна çÿрекен ачасемпе музее вĕçенкайăк кĕлеткисен куравне çитрĕмĕр. Музей ĕçченĕсем пирĕн регионти вĕçенкайăксемпе паллаштарчĕç, калаçу ирттерчĕç. Ачасем «экспонат», «экспозици» сăмахсем мĕне пĕлтернине, музейре хăйсене мĕнле тытмаллине, хамăр тăрăх çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç, экскурсипе питĕ кăмăллă юлчĕç.
Т. КАРИМУЛЛИНА,
З. КСЕНОФОНТОВА.