Суббота, 20 апреля

Асăрханулăх – чи кирли

Асăрханулăх – чи кирли

Ача-пăча таçта та аманма пултарать. Çакă, паллах, ашшĕ-амăшне питĕ пăшăрхантарать. Суранланни ачан сывлăхне йывăр сиен кÿме, вилĕм патне те илсе пыма пултарать. Хăш-пĕр чухне ачалăхра суранланни кайранхи пĕтĕм пурнăç çине витĕм кÿрет. Тĕслĕхрен, ура хуçăлнине пула кĕскелсе юлма, суранланнă алăн пÿрнисем пурнăç тăршшĕпех япăх хускалма пултараççĕ, пуç мими пĕрре чĕтренсен тăтăшах пуç ыратни, ыйхă килменни, тимлĕх çукки чăрмантарать.
Пĕчĕк ачасем ытларах чухне ÿксе аманаççĕ, пиçсе каяççĕ, наркăмăшланаççĕ, шĕвĕр тата çивĕч япаласемпе суранланаççĕ, вĕтĕ япаласене сăмсана е хăлхана чиксе хураççĕ.
Эпир, çитĕннисем, хамăра килте хăнăхнă пек тытатпăр. Апла пулин те, ача çуралсан хамăрăн тыткаларăша çĕнĕрен пăхса тухмалла: чылай чухне ачасем çитĕннисен тимсĕрлĕхне пула аманаççĕ-çке-ха. Тĕслĕхрен, чÿречене е балкон алăкне уçă хăварни, эмелсене ача çитме пултаракан вырăна хуни инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Çулталăка çитмен ачасем час-часах кÿмерен, кравать, диван çинчен ÿкеççĕ. Аслăраххисем ярăнмалли сăртран, чикмек çинчен ÿксе суранланаççĕ. Ачасем плита е сĕтел хĕррине лартса хăварнă чейнике туртса антарса вĕри шывпа пиçсе кайнă тĕслĕхсем те чылай. Çавăн пекех çĕçĕпе, йĕппе, тĕрлĕ электричество приборĕпе суранланакансем те пур. Çавăнпа та килте пĕчĕк ачасем пур пулсан, тимлĕхе çухатмалла мар, ачасем ăçта тата мĕнпе вылянине сăнасах тăмалла, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене çÿлерех илсе хумалла.
Урамра уçăлса çÿренĕ чухне те тимлĕ пулмалла. Шăпăрлансем кĕленче ванчăкĕсемпе, пăтасемпе суранланма, наркăмăшлă курăка, çырлана е кăмпана çăвара хыпма пултараççĕ.
1—3 çулсенчи ачасем питĕ нумай хускалаççĕ, вĕсен таçта та çитес, темĕн те пĕлес, çитĕннисем мĕн тунине хăйсен туса пăхас килет. Çавăнпа та çак ÿсĕмри ачасем çĕçĕ тытса мĕн те пулин касма, йĕп тытса çĕлеме хăтланаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн вăйă урлă ачасене хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле, вĕри япаласене тĕкĕнмелле маррине, хачăпа усă курнă чухне асăрхануллă пулмаллине ăнлантармалла. Урамри хăрушсăрлăх йĕркисемпе те паллаштармалла, çул урлă мĕнле каçмаллине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе памалла.
Ачан кĕлетки мĕнле аталанни те аманасси çине витĕм кÿрет. Çирĕп ÿт-пÿллĕ, йăрă, çаврăнăçуллă ачасем сахалрах суранланаççĕ. Апла пулсан, ачана мĕн пĕчĕкрен спортпа туслаштарма тăрăшмалла.
Е. САМСОНОВА,
педиатр врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *