Пятница, 19 апреля

Ялта пурăнакансен çÿп-çап тавра ыйту нумай-ха

Ялта пурăнакансен çÿп-çап тавра ыйту нумай-ха

2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хыт каяшсене пухассипе республикăра «Экоцентр» МВК» ООО ĕçлеме пуçларĕ. Уйăх иртсессĕнех кашни кил хуçи патне ятарлă квитанци килме тытăнчĕ. Квитанцире килте миçе çын пурăннине шута илсе тÿлев палăртнă. Анчах та çак суммăна пур çĕрте те тĕрĕс палăртман иккен. Кун пек тĕслĕхсем республикăра темĕн чухлех пулсассăн, пирĕн районта та вĕсен шучĕ чылай.
Регион операторĕ ĕçлеме тытăннăранпа виçĕ уйăх иртрĕ пулин те ыйту тĕпĕ-йĕрĕпех уçăмланнă теме иртерех. Ялта пурăнакансем паянхи кунччен те мĕншĕн тÿлемеллипе, тÿлев çав тери пысăккипе кăмăлсăр. Районта пурăнакансем тĕрлĕрен калаçаççĕ: тÿлемесессĕн штраф параççĕ, теприсем суда парса суд тăрăх тÿлеттереççĕ, эпир нимĕнле килĕшÿ çине те алă пусман, нимĕн те пĕлмен. Хыт каяшсене илсе тухассипе те чăрмавсем сахал мар. Ялта пурăнакансен ыйтăвне уçăмлатас тесе февралĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Максимов, «Экоцентр» МВК» ООО генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский тата ЧР Конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин коммуналлă комплекс сферин тариф хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Галина Федорова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăнчĕç. Çавăн пекех ялсенчи старостăсем, обществăлла ĕç хастарĕсем канашлуран айккинче юлмарĕç. Шăпах вĕсем ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене влаç органĕсенче тăрăшакансем патне илсе çитерчĕç.
2019 çулта Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ йăлари хытă каяшсене пухас тĕлĕшпе çĕнĕ тытăм çине куçмаллине, йышăнăва федераци шайĕнче тунине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ Владимир Максимов.
«Экоцентр» МВК регионта йăлари хытă каяшсемпе ĕçлемешкĕн яваплăх илнĕ. Регион операторĕ РФ саккунĕсемпе, РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн ĕçе пурнăçлать. «Производствăпа потреблени каяшĕсем çинчен» калакан саккуна, РФ Правительствин йышăнăвне, нормативлă ытти право актне пăхăнать. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 30-мĕш статйин 5-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр хуçин е пайçин йăлари хытă каяшсен çаврăнăшне йĕркелемешкĕн регион операторĕпе килĕшÿ тумалла. «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» калакан Федераци саккунĕн 24.7 статйин 4 пункчĕ йăлари хытă каяшсен хуçисене регион операторĕпе килĕшÿ тăвассине çирĕплетет. ЧР Конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх служби йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн регион операторĕ пĕрлĕхлĕ тарифне палăртсан килĕшÿсем тунă. РФ Правительствин «Йăлари хытă каяшсем пухăннин нормативĕсене палăртни çинчен» 269-мĕш йышăнăвĕнче палăртнă тăрăх, пĕр çынран çулталăкне 2,02 кубла метр каяш пухăнать. Унпа килĕшÿллĕн ЧР Конкурентлă политикипе тарифсен патшалăх служби тариф виçине палăртнă», — терĕ Виктор Лагуновский.
Асăннă тариф çав тери пысăк пулнипе кăмăлсăр ял çыннисем. Сăмахран, Урмаел ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕр çыншăн 2,02 кубла метр палăртни çав тери пысăк тесе шутлаççĕ. Çавна май вĕсем çине-çинех ыйтусем парса вĕсене уçăмлатма ыйтрĕç. Çавăн пекех ку тăрăхра пурăнакансем регион операторĕ пур тĕрлĕ каяша та тиесе тухма хирĕç пулнипе кăмăлсăр. Вĕсен шухăшĕпе кашни çын пуçне палăртнă хака пĕчĕклетмелле, ăна миçе кубла метр хыт каяш тиесе тухнинчен палăртма сĕнеççĕ.
Тĕслĕхрен, Комсомольскинчи Марина Счетчикова квитанцире пурăнакансен шутне тĕрĕс мар палăртнипе, килĕшÿсене алă пусса çирĕплетменнипе, малтанхи икĕ уйăхра хыт каяша пачах илсе тухманнипе пăшăрханса калаçрĕ. Тĕслĕхрен, пĕр пĕччен пурăнакан ватă çыннăн квитанцийĕнче 2 çын пурăнать тесе палăртнă. Ватă çын хурланмасăр чăтаймасть. Пĕччен пурăнаканскерне пĕрре çакăн пек кÿрентернĕ, тата вăл мĕн чухлĕ хыт каяш кăларса тăкма пултарать-ши? Виçепе килĕшÿллĕнех-ши? 2 уйăх хыт каяшсене илсе тухманшăн ял çыннин мĕншĕн тÿлемелле?
Квитанцисенче йăнăш кайнă пирки Галина Мельникова та асăнчĕ. Çын шутĕнче çеç мар, йăнăш тата пĕр çын ячĕпех икĕ çуртра квитанцисем пур. Çакă вара килĕшÿсĕр. Регион операторĕ квитанцисене хатĕрленĕ чухне ял тăрăхĕсенчен панă информаципе пачах та усă курман. Кун пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те каларĕç. Вĕсем ял поселенийĕнче миçе çын пурăннине çирĕплетекен информацие çийĕнчех тăратнă.
Регион операторĕ хыт каяшсене тиесе илсе тухассине йĕркелет-ха, ятарлă площадка тăвассине тата контейнерсем лартассине ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çине çирĕплетнĕ. Вĕсене кирлĕ пек вырнаçтарма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăн пекех хĕллехи вăхăтра контейнерсем тавра юр тасатмалла. Камăн? Çуллахи вăхăтра та тирпейлемелле…
Пухăнса калаçни, ыйтусене уçăмлатни лайăх. Анчах та çакăн хыççăн ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме май килĕ-ши?

ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Михаил ИГНАТЬЕВ:
— Чăваш Республикинчи муниципаллă районсен пуçлăхĕсен ял поселенисен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле 2019 çул вĕçĕччен халăх пурăнакан мĕн пур вырăнтах, асăннă ыйтăва вырăнта пурăнакан çынсемпе сÿтсе явса, коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли лаптăксем туса хумалла.
Чăваш Ен Строительство министерствине ялта пурăнакан çынсемшĕн коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли виçесене, пухăнакан каяшсен чăн калăпăшĕсене шута илсе, çĕнĕрен пăхса тухма хушатăп. Çакна тума мана ял çыннисем ыйтаççĕ.
Чăваш Республикин Конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин регионти операторĕн сăлтавланă пĕрлехи тарифне çирĕплетмелле, ăна граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен тÿлев ÿсĕмĕн Раççей Правительстви палăртнă чи юлашки /чи пысăк/ шайри индексĕсемпе килĕшÿллĕн палăртмалла.
Район çыннисене пĕлсе тăма! «Комсомольский» совхозăн кантурĕ пулнă çуртра /Куйбышев урамĕ, 15-мĕш çурт/ эрнере икĕ кун: ытларикун тата кĕçнерникун регион операторĕн представителĕ Татьяна Адюкова тĕрлĕ ыйтупа иккĕмĕш хутра 9.00 — 16.00 сехетсенче йышăнать. Вăл хальлĕхе Елчĕк тата Комсомольски районĕсемпе ĕçлет. Ял çыннисене меллĕрех тата вăл хăçан килессе кĕтмелле ан пултăр тесе Виктор Лагуновский районта пĕр çынна çирĕплетме шантарчĕ. Çавăн пекех тулли информаципе «Экоцентр» МВК» ООО сайтĕнче паллашма тата квитанцисенче палăртнă телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *