Пятница, 19 апреля

Юбилей ячĕпе – конкурс

Юбилей ячĕпе – конкурс

Район 80 çул тултарнине халалласа «Комсомольски районĕ — ачасен куçĕпе» конкурс иртет. Вăл икĕ номинацирен тăрать: ÿнер искусстви /А3, А4 форматсемпе/ тата декораципе хушма искусство. Пĕр ача икĕ номинацире те хутшăнма пултарать. Конкурс тĕрлĕ ушкăнсенче иртет: 10—13 çултисем, 14—17 çултисем тата çитĕннисем.
Ĕçсене февралĕн 25-мĕшĕччен «Çĕр тата çынсем» халăх музе-йĕнче йышăнаççĕ. Вĕсене хакланă чухне сăнарлă шухăшăн хăйне-евĕрлĕхне, ĕçĕн пахалăхне, суйласа илнĕ номинаципе пĕр килнине хак параççĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнелĕх сертификатпа чыслаççĕ: 1-мĕш вырăншăн — 1500 тенкĕлĕх, 2-мĕш вырăна тухакана — 1000 тенкĕлĕх, 3-мĕш вырăна тухакана —500 тенкĕлĕх. Хутшăнма васкăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *